Нĕркеç ялĕнче пурăнакансем Валентина Максимовăна çынпа ăшшăн калаçнишăн, пулăшма хатĕр пулнăшăн хисеплеççĕ. Вăл пулăшу ыйтакана яланах алă тăсать, нихăçан та: «Çук. Халех мар. Пĕлместĕп» — тесе хуравламасть.
—Халех! — тет яланах. Кун пирки ялта пурăнакансем тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пултараççĕ. Вăл хама та пĕрре кăна мар алă тăсса панă, йывăр вăхăтра кирлĕ сĕнÿ-канашпа лăплантарнă.
Валентина Михайловна Максимован ĕç опычĕ чăннипех те пысăк, вăл районти тĕп больницăра 42 çул ытла тăрăшать. 1976 çулта Канаш хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухнă та, унтанпа шурă халата хывман.
— Алла диплом илсессĕн çамрăк специалиста Кайнлăкри фельдшер пунктĕнче ĕçлеме шанчĕç. Вĕçĕ çул тăрăшрăм унта. Ун хыççăн вара районти тĕп больницăра ĕçе кÿлĕнтĕм. 17 çул хушшинче гинекологи, хирурги, инфекци, терапи уйрăмĕсенче тăрăшрăм. Халĕ вара, 1993 çултанпа, реанимаци уйрăмĕнче ĕçлетĕп, — тет иртнĕ çулсене аса илсе шурă халатлă ĕçчен.
Валентина Михайловна тĕрлĕ уйрăмсенче ĕçлесе пысăк опыт пухма ĕлкĕрнĕ. Вăл çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Реанимаци уйрăмĕнче ĕçленĕрен тăтăшах операцисене хутшăнма тивет медсестран. Çак хушăра вăл мĕн чухлĕ пациента пулăшу панă пулĕ;
Чăннипе каласан вара, ку уйрăмра ĕçлеме çăмăл мар. Кунта чи йывăр пациентсене пăхмалла, вĕсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ памалла: кашни çеккунт, минут хаклă. Çакна уйрăмра ĕçлекенсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Уйрăм заведующийĕ Леонид Степанов, аслă сестра Асия Абдрахманова, Ирек Айсын реаниматолог, Светлана Чернова, Надежда Галзанова, Ирина Кошкина, Наталия Краснова, Татьяна Денисова медсестрасем шаннă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Валентина Михайловна ĕçе чунтан юратнипе, кăмăл килнипе суйласа илнине пытармасть. Вăл ăна тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă пулсассăн, ыттисем те ĕçе хисепленине юратать.
Валентинăпа Иван Максимовсем иккĕшĕ те Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунта вĕсен ачалăхĕ, çамрăклăхĕ иртнĕ. Пĕр-пĕрне тĕл пулса вĕсем çемье çавăрнă, пĕр сукмакпа 39 çул алла-аллăн утаççĕ. Килĕштерсе пурăнакан çемье хăйсен çимĕçĕпе — 3 ывăлпа, кинĕсемпе, мăнукĕсемпе — савăнаççĕ.
— Пурнăçра вĕсенчен хаклă мул урăх çук. Пурте пĕрле пуçтарăнсассăн, кил-çурт ача-пăча сассипе тулать. Акă вăл — телей! — тет Валя аппа. Чăннипех çапла пулĕ. Çак кунсенче маттур хĕрарăм сумлă юбилейне паллă турĕ. Мĕнпур тăванĕ уявпа саламларĕ. Вăл — савнă мăшăр, юратнă анне, чи ăшă кăмăллă асанне, хисеплĕ кин, тарават аппа, йăмăк, ĕçчен те маттур тăван, тăхлач! Тата мĕн хушса калайăн?
А.ЕФРЕМОВА.