Пятница, 26 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 27-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12542 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ, çакă вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн 82 проценчĕ чухлĕ. Йĕтĕмсене 29524 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç 24 центнерпа танлашать.
Çавăн пекех утăпа сенаж, силос ха-тĕрлес ĕç те малалла пырать. Тунтикун тĕлне хуçалăхсенче 8683 тонна утă, 20340 тонна сенаж тата 2730 тонна силос янтăланă.
Ир пулакан çĕрулмине «Слава картофелю» агрофирма кăларма пикенни пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче те çырнăччĕ. Ăна хальлĕхе 19 гектар çинчен кăларнă, вăтам тухăçĕ — 200 центнер.
Кĕрхи культурăсем валли çĕр хатĕрлес ĕç те вĕçленмен-ха. Хальлĕхе 4346 гектар çĕр хатĕр, çĕртмене 4475 гектар çинче пурнăçланă.
Август вĕçĕ — сентябрь пуçламăшĕ — кĕрхи культурăсене акмалли чи лайăх тапхăр. Асăннă кун тĕлне кĕрхи тулăпа ыраша пурĕ 1845 гектар çинче акма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
В.НИКИФОРОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *