Интернетпа усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксен йышĕ ÿссех пырать. Интернет урлă тавар туяннă чух асăрхануллă пулмалла. Преступниксем тĕрлĕ сайта тавар сутассине пĕлтерсе информаци вырнаçтараççĕ. Пĕлтерÿре вăхăтлăх усă куракан телефон номерне тата суя ят кăтартаççĕ. Суйланă таваршăн «хуçа» клиента япалан тулли хакне банк картти çине куçарма ыйтать, япалине парассине шантарса тĕлпулăвăн вăхăтне тата вырăнне пĕлтерет. Укçа-тенке куçарса панă хыççăн вĕсем «шăпланаççĕ».
Е тата ултавçăсем япалашăн е ĕçшĕн укçа-тенкĕ куçарнă чух картта номерне ыйтаççĕ. Вĕсем информацие ыттисене пĕлтереççĕ, иккĕмĕшсем вара карттăна самантрах «пушатаççĕ».
Картта номерне, пин-кодне, вăрттăн кодне вăрттăнлăхра упрани, Интернет-лавккара тавар туяннă чух сыхлăх йĕркисене çирĕп пăхăнни ултавçăсенчен сыхланма пулăшĕ.
И.АВДЕЕВ,
полици начальникĕ.