Вторник, 10 декабря

Çурта туса пĕтереймесен

Çурта туса пĕтереймесен

Пурăнмалли уйрăм çурт тăвасси хăвăрт пулмасть. Чылай чухне çакна валли темиçе çул кирлĕ. Çак вăхăтра стройка хуçин пурнăçĕнче чылай улшăну пулма пултарать: укçа-тенкĕпе йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ, е сывлăх хавшать, е тата урăх сăлтавпа тума пуçланă çурта сутмалла пулса тухать. Çакăн пек объектпа мĕн тумалла-ха? Ăна туса пĕтермен-çке. Ăна сутма юрать-и?
Ыйтăва Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пурăнмалли объектсем çине правасене регистрацилекен уйрăмĕн начальникĕ Эльби Николаева хурав парать.
Туса пĕтермен строительство объекчĕ, Граждан кодексĕпе килĕшÿллĕн, куçман пурлăх объекчĕ шутланать. Харпăрлăхпа ирĕклĕн усă курас тесен, чи малтанах унăн саккунлă хуçи пулса тăмалла. Çакăн хыççăн çеç туса пĕтермен çурта сутма, парнелеме, саклата хывма пулать. Палăртнă объекта харпăрлăха куçарма çак ĕçсене тумалла:
1. Объектăн техника планне тума кадастр инженерне чĕнмелле. Ку тÿлевлĕ. Кадастр инженерĕ планра объектăн тĕп характеристикисене, вăл миçе процентлăх хатĕр пулнине палăртать. Техника планне тунă чухне пурăнмалли уйрăм çурта тума юранине çирĕплетекен документ кирлĕ пулать.
2. Кадастр учетне тăмалла, харпăрлăх правине реги- страцилемелле. Çакна тума нумай функциллĕ центра каймалла.
3. Палăртнă вăхăтра хатĕр документсене кайса илмелле. Паянхи кун ЕГРНран панă выписка — куçман пурлăх объекчĕн хуçи пулнине çирĕплетекен пĕртен-пĕр документ.
Правасене çирĕплетнĕ хыççăн туса пĕтермен объектпа хăвăра кирлĕ пек усă курма пултаратăр.
Çурта туса пĕтернĕ хыççăн каллех кадастр инженерне чĕнсе хатĕр объектăн техпланне тăвас пулать. Каллех çурта регистрацилеме çÿлерех асăннă виçĕ утăма тумалла. Çапла сирĕн хатĕр çуртăн çĕнĕ кадастр номерĕ пулать, тата правăна регистрацилени çинчен çĕнĕрен çырса хураççĕ.
Палăртмалла: кăçал пирĕн республикăра туса пĕтермен 141 объект çине хуçисем хăйсен прависене регистрациленĕ. Çав шутра уйрăм пурăнмалли çуртсем çеç мар, промышленноç объекчĕсем те, тĕрлĕ тĕллевлĕ хуралтăсем те пур.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *