Пятница, 26 апреля

Чи пултаруллисене – стипенди

Чи пултаруллисене – стипенди

Чăваш Енре çамрăксене вĕренÿре, ĕçре, спортра, творчествăра тунă çитĕнÿсемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантарасси — ырă йăласенчен пĕри.
Ку вăл Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Кăçал та 14—30 çулсенчи çамрăксенчен августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен ятарлă стипенди илмешкĕн документсем йышăнаççĕ.
Конкурса вĕренÿре, спортра, наука, тĕпчев, производство ĕçĕнче курăмлă çитĕнÿсем тунă пултаруллă вĕренекенсем тата тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕнче ыйтса пĕлме пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *