Вторник, 10 декабря

Тĕнчене илем кÿреççĕ чечексем

Тĕнчене илем кÿреççĕ чечексем

Халăхра: «Çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче арçын ача çитĕнтермелле, çурт хăпартмалла, йывăç лартмалла», — теççĕ. Çав вăхăтрах пĕр ăслă çын: «Этемме телейлĕ пулма нумай кирлĕ мар — сарă хĕвелпе тăнăç тÿпе тата чечек пулсан çитет», — тенĕ. Енчен те пиртен кашнийĕ пĕр чечек анчах çитĕнтерсен те эпир пурăнакан Çĕр-аннемĕр çăтмаха çаврăннă пулĕччĕ те-и?! Чечек — вăл пурнăç, илем… Çакна вара сăпайлă, ыттисене ăнланма тăрăшакан, вĕсене ырă енне улшăнма пулăшакан çынсем анчах тума пултараççĕ. Çакăн евĕр ăста ĕçченсенчен пĕри — Тукайри Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Леонтий Акчурин иерей.
Леонтий иерей Тукай ялĕнче иккĕмĕш çул анчах, Михаил Архангел чиркĕвĕ — унăн пĕрремĕш прихучĕ. Чиркÿ картишĕнче тĕрлĕ тĕслĕ çеçкесене курсан чарăнмасăр иртсе кайма чунăм тÿсмерĕ. Эпир кĕнĕ чухне Леонтий атте вырăнтахчĕ, вăл каçхи кĕлĕ ирттермешкĕн ха-тĕрленетчĕ. Аякранах илемĕпе тыткăнлама пултарнă картишне ура ярса пуссанах хама çăтмаха лекнĕнех туйрăм: тротуар хĕррипе петунисемпе кĕл чечексем çитĕнеççĕ. Чиркĕве çÿрекен çынсене канса илме тесе эрешлĕ саксем вырнаçтарнă. Йĕри-тавра, тĕрлĕ виçеллĕ те тĕрлĕ тĕслĕ ятарлă савăтсем çинче, сарă, хĕрлĕ, хура-кĕрен, шупка хĕрлĕ, çитсă, кăвак, фиолетовăй тата хутăш тĕслĕ петунисем илемĕпе мухтаннăн, пуçĕсене усса ÿсеççĕ. Иккĕмĕшĕсем вара, маттурлăхĕпе каппайланнă евĕр, хĕвел çине тÿрремĕн пăхаççĕ. Юнашарах лилисем çитĕнеççĕ, вĕсемпе юнашар — виноград. Картиш варринче фонтан пĕрĕхет.
— Илеме курма, ăна туйма мана атте хăнăхтарчĕ. Вырăнти ĕçсене пурнăçлама, пахчана тирпейлеме вара мана чиркĕве çÿрекенсем пулăшаççĕ. Чечек калчисене туянтăмăр. Вĕсен шучĕ 1000 ытла та пур. Тавтапуç вĕсене ырă ĕçĕсемшĕн, — тет Леонтий атте.
Çапла, илем пурнăçа хитрелетет, чуна савăнтарать.
— Чечек çитĕнтерни мана хавхалану кÿрет, — ăшшăн йăл кулчĕ Леонтий атте. — Акса-лартса ÿстернĕ чечексем вĕсем хăйне кура сиплевçĕсем те, чун пăлханăвне сирме пулăшакансем те. Чиркĕве тем тĕрлĕ ыйтупа та килеççĕ. Ытларах чух халăх Турă çуртне хуйхă-суйхăра аса илет. Илем вара çыннăн кăмăлне çĕклет, чĕрере ырă шанăç çуратать.
Паллах, çак илеме Леонтий атте кунта пурăнакансемпе чиркĕве çÿрекенсем валли тунă. Çакăн пек çынсен тăрăшулăхĕпе ял-урам татах та тирпейленет, хитреленет.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *