Чăваш Енре куçман пурлăхăн уйрăм объекчĕсен Пĕрлехи информаци ресурсĕ ĕçлет. 2013 çулта пушă çĕр участокĕсен ресурсне туса хунă. Унта çурт-йĕр туса лартма тата инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме юрăхлă пушă çĕр участокĕсем ăçта вырнаçни тата мĕнле ĕлкеллĕ пулни çинчен каланă. 2016 çулта ку ресурса капиталлă çурт-йĕр объекчĕсене тата вĕсем вырнаçнă çĕр участокĕсене кĕртнĕ, 2017 çулта вара — ял хуçалăхĕнче усă курмалли пушă çĕр участокĕсене те.
Паянхи кун тĕлне унта пурăнмалли çуртсем тума тата промышленноç паркĕсене, технопарксене, бизнес-инкубаторсене аталантарма юрăхлă 345 çĕр участокĕ /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 582 гектар/; ял хуçалăхĕнче усă курма пулакан 210 çĕр участокĕ /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 9614,6 гектар/; 423 капиталлă çурт-йĕр объекчĕ /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 157,2 пин тăваткал метр/ çинчен каланă.
Ку ресурс çĕнĕ объектсемпе пуянлансах пырать. Кăçал унта çурт-йĕр тата инвестици валли усă курма пулакан 22 пушă участока кĕртнĕ. Вĕсем Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисенче вырнаçнă. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче усă курма юрăхлă 188 çĕр участокне тата 21 капиталлă çурт-йĕр объектне те ресурса вырнаçтарнă. Вĕсем Патăрьел, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче тата Шупашкар хулинче вырнаçнă.
Çак ресурса вырнаçтарнă объектсене аукциона хутшăнса туянма, тара илме е вĕсемпе саккунлă урăх майпа усă курма пулать.