Ĕççинче тыр-пул çитĕнтерсе ăна пуçтарса кĕртекенсем кăна мар, культура ĕçченĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ.
Культура çурчĕсен çумĕнчи агитбригадăсем çĕр ĕçченĕ патĕнче пулса вĕсене янăравлă юрă-кĕвĕпе, тухăçлă та пархатарлă тăрăшакансене хавхалантарса ăнăçу сунасси тахçанах пурнăçа кĕнĕ ырă йăла. Халĕ те ăна манăçа кăлармаççĕ.
Комсомольскинчи централизациленĕ клуб тытăмĕнче тăрăшакансем районти чылай хуçалăха çитме те ĕлкĕрчĕç.
— Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче йĕтемсем çинче тăрăшакансем, комбайнерсем патĕнче пултăмăр, хамăр пултарулăхпа паллаштартăмăр. Пурĕ 9 хуçалăха çитрĕмĕр. «Çăкăрпа кăна тутă пулаймăн» тени тĕрĕсех. Илемлĕ юрă ĕçлес хастарлăха татах та ÿстерет, паллах. Çавна май ытти хуçалăхсенче те çитес вăхăтра пулăпăр, — пĕлтерчĕ Мария Илларионова директор.
Çавăн пекех ялсенчи культура ĕçченĕсем те ял çыннисем патне çитме васкаççĕ. Сăмахран, Аслă Çĕрпÿел, Тукай ял тăрăхĕсен артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарма та ĕлкĕрнĕ.
А.АНТОНОВА.