Вторник, 15 октября

Августăн 22-мĕшĕ – Раççей патшалăх ялавĕн кунĕ

Августăн 22-мĕшĕ – Раççей патшалăх ялавĕн кунĕ

22-мĕшĕнче çĕршывăмăр хăйĕн наци уявĕсенчен пĕрне — РФ Патшалăх ялавĕн кунне — паллă тăвать. Ăна Раççей Президенчĕн 1994 çулхи августăн 22-мĕшĕнче алă пуснă указĕпе туса хунă.
Виçĕ тĕслĕ ялавăн историйĕ пуян. Шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялава пуçласа Алексей Михайлович патша вăхăтĕнче «Орел» карап çинче çĕкленĕ. I Петĕр вăхăтĕнче триколор патшалăх ялавĕ пулса тăнă ĕнтĕ — ăна Раççейĕн питĕ хăвăрт аталанакан флочĕн мĕнпур карапĕ çинче çĕкленĕ. Шăпах I Петĕр 1705 çулта Указ кăларнă, вăл кашни карап çине виçĕ тĕслĕ ялав çакма хушнă, унăн тĕслĕхне те хăех ÿкерсе кăтартнă, йĕрсем, тĕссем мĕнле пулмаллине палăртнă. Кашни тĕсĕн — хăйĕн пĕлтерĕшĕ: шурри — ирĕклĕх, кăвакки — авалтанпах Раççее хÿтĕлекен Турă Амăшĕ, хĕрли вара — вырăссемшĕн кăтартуллă хăюлăхпа ырă кăмăл.
Раççей патшисем ялав ÿкерчĕкне пĕрре кăна мар улăштарнă. Сарă тата хура йĕрсем те, ăмăрткайăк ÿкерчĕкĕ те пулнă. III Александр вăхăтĕнче кăна, 1883 çулта, шурă-кăвак-хĕрлĕ пусма Раççей империйĕн официаллă ялавĕ пулса тăнă. 1917 çулхи февральти революци хыççăн та çапла пулнă-ха. 1918 çулта тин Яков Свердлов хĕрлĕ ялава — çулăмпа юн тĕсне — пурнăç панă.
73 çул иртсен, 1991 çулхи август уйăхĕнчи путча парăнтарнă хыççăн, виçĕ тĕслĕ ялав каялла таврăннă. Августăн 22-мĕшĕнче çĕнĕ ялав Шурă çурт çийĕн вĕлкĕшме пуçланă.
2000 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи йышăннă, Федераци Канашĕ ырланă «Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавĕ çинчен» саккуна Раççей Президенчĕ алă пуснă. Çапла вара виçĕ тĕслĕ ялав никама пăхăнман çĕнĕ Раççейĕн символĕ пулса тăнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *