Христос тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем августăн 14-мĕшĕнче пыл спасне паллă турĕç. Çак кун чиркÿсенче пыла сăвапларĕç пулсассăн, районти культура çуртĕнче «Пыл çăтмахĕ» фестиваль иртрĕ. Унта районти хурт-хăмăр ăстисем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен сиплĕ продукцине ял çыннисене сĕнчĕç. Туянакансем те чылайăн пулчĕç.
«Пыл çăтмахĕ» фестивале районти Вознесения Господня чиркÿ настоятелĕ Александр атте уçрĕ. Вăл кĕлĕ вуласа пыла сăвапларĕ.
— Паян чăннипех те пысăк уяв — пыл спасĕ. Августăн 14-мĕшĕнче Успени типпи те пуçланчĕ. Вăл виççĕмĕш, мăйăр спасĕчченех тăсăлать. Хурт-хăмăр ăстисене çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунатăп. Сирĕн ĕçĕр яланах ăнса пытăр, — терĕ вăл саламласа.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов фестивале пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ.
— Фестиваль тĕллевĕ — хурт-хăмăрçăсен продукцийĕпе район çыннисене ытларах паллаштарасси, туянма майсем туса парасси. Çав вăхăтрах вара пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашни те темрен паха. Ăна районта пуçарни ахаль мар, фестиваль çулсерен вăй илсе пымалла, — терĕ Александр Николаевич.
Фестивале хутшăнакансене районти культура çурчĕн ĕçченĕсем хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Унпа пĕрлех сиплĕ пылпа чей ĕçсе те киленме май пулчĕ. Районти тĕп вулавăш библиотекарĕсем кĕнеке выставкипе паллашма сĕнчĕç.
Хурт-хăмăрçăсем пирки калас пулсассăн фестивале пуян опытлă ăстасем хутшăннă. Вĕсем хурт-хăмăрçăра ĕнер, паян çеç ĕçлемеççĕ. Пурте 10—30 çул тăрăшаççĕ. Акă, Вăрманхĕрри Чурачăкран килсе çитнĕ Владимир Иванович Илеменов 1990 çулта пыл хурчĕсем тытма пуçланă. Кĕçĕн Каçалта тĕпленнĕ Пурлушкинсем: Николай Андреевич, Леонтий ывăлĕ хуртсемпе 10 çул каяллах туслашнă. Халĕ вĕсен вăрман çывăхĕнче утар пур. Вĕсем пыл çеç юхтарса илмеççĕ, ытти тĕрлĕ продукци те хатĕрлеççĕ. Николай Андреевич вĕсем сывлăхшăн çав тери усăллă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетет. Зинаида Петровнăпа Анатолий Николаевич Львовсем /Кĕтне Пасар/ 25 çул ытла пыл хурчĕсем тытаççĕ. Çак ĕçе халĕ ачисене те явăçтараççĕ. Асанкассинче пурăнакан Римма Васильевнăпа Александр Михайлович Яковлевсем те 3 теçетке çул ытла пыл хурчĕсемпе туслă. Вĕсен тĕллевĕ — çулсерен пыл хурчĕсен çемйисене ÿстересси, вĕсенчен паха продукци илесси.
— Пыл хурчĕсемпе ĕçлесси çăмăл ĕç мар, кунта кашни япала хăйĕн вырăнĕнче пулни тĕп вырăнта. Пурнăçламалли ĕçе те вăхăтра, кая юлмасăр тумалла. Хăвăн ăсталăхна та кунран-кун ÿстермелле, — терĕ ĕç-хĕлпе паллаштарса Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан Александр Степанов. Мария Григорьевна Пильщикова /Хирти Сĕнтĕр/ пыл хурчĕсем пирки пĕтĕмпех пĕлет. Вăл — пуян опытлă специалист. Ахальтен мар Мария Григорьевна районта иртекен семинарсене хутшăнса ĕçĕпе паллаштарать. «Хурт-хăмăрçăсен пыл хурчĕсем пек ĕçчен пулмалла», — тет маттур хĕрарăм.
А.ЕФРЕМОВА.