Унăн тĕп темисем çаксем пулчĕç: РФ пенси тытăмне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккуна сÿтсе явасси; ял хуçалăхĕн уй-хирти ĕç-хĕлĕсемпе паллашасси. Çавăн пекех — вырăнти харпăр хăй сĕнĕвĕсене шута илсе пурнăçланакан программăпа туса ирттерекен ĕçсем, пушар хăрушсăрлăхĕпе шыври асăрханулăх.
Района информкунри темăсене çутатма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «АСК» ОООн соучредителĕ Александр Капитонов килсе çитрĕç. Пурте пĕрле: район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă юсав тата коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Александр Краснов, районти пушар надзорĕн уйрăмĕн начальникĕпе Дмитрий Кузьминпа Иван Чаркин инспектор, РФ Пенси фончĕн Комсомольски уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Урмаел тата Александровка ял тăрăхĕсене çитрĕç.
Александр Осипов ертсе пыракан ушкăн Урмаел ял тăрăхĕнче пулчĕ. Вĕсем Тукай Мишер вăтам шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, ялти фельдшерпа акушер пункчĕн строительстви епле пынипе туллин паллашрĕç. Çавăн пекех вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулса информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсене уçăмлатрĕç, пĕрле сÿтсе яврĕç.
Тепĕр ушкăн Александровка ял тăрăхĕнче пулчĕ. Информушкăн Хырай Ĕнелĕнчи çĕнĕ культура çурчĕн строительство ĕçĕпе паллашрĕ. Объекта ноябрĕн 1-мĕшĕччен туса пĕтерсе хута ямалла.
«Искра» колхозăн йĕтемĕ — иккĕмĕш чарăну. Районти ытти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче вырма ĕçĕсем пыраççĕ пулсан, Хырайĕнелсем ку ĕçе иртнĕ кунсенчех вĕçленĕ ĕнтĕ. Хастарсем хальхи вăхăтра тăрăшсах вăрлăхлăх тырă хатĕрлеççĕ.
— Çĕнĕ Сĕнтĕр ялне çитерекен автоçула кăçал тĕпрен юсаса пĕтернĕ. Часах, планпа килĕшÿллĕн, ялти клубăн çивиттине тĕпрен улăштарма тытăнмалла, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе Любовь Полякова пуçлăх.
«Слава» ЯХПКра — хĕрÿ ĕççи тапхăрĕ. Урпа уйĕнчи тĕш-тырра автомашинăсем çине тиесе йĕтем çине çитереççĕ. Кунта ăна алласа кĕлете вырнаçтараççĕ. «Ĕçе пĕтĕмпех механизациленĕ, çавна май хальхи вăхăтра, ĕлĕкхипе танлаштарсан, ĕçлеме чылай çăмăлрах», — терĕ Михаил Буслаев председатель.
Иван Чаркин специалист хуçалăх ĕçченĕсене пушар хăрушсăрлăхĕ пирки аса илтерчĕ.
— Пирĕн районта кăçал пурĕ 17 пушар тухнă. Вĕсен йышĕнче ятарласа вут тĕртни те пур, ытларах пайĕ вара — пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем çине алă сулни. Тĕслĕхрен, хăш-пĕрисем çурта хута янăранпах унти электропроводасене пĕрре те улăштарман. Кивелнĕ электропроводасем инкек кăтартаççĕ те. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулăр, — терĕ вăл.
Информушкăн членĕсем РФ пенси тытăмне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккуна ял хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрле сÿтсе яврĕç, çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç, ыйтусем çине туллин хуравларĕç.
А.ИСАЕВА.