Посылкăсне илме меллĕ

Посылкăсне илме меллĕ

Раççей почтин клиенчĕсем халĕ хăйсен посылкисемпе заказлă çырăвĕсене /вĕсемшĕн тÿлемелле мар пулсан/ электрон подпись урлă та илме пултараççĕ.
Çакă Раççей почтин сайтĕнчи е почта уйрăмĕнчи регистраци форми урлă пурнăçланать. Унта клиентăн паспорт даннăйĕсемпе пĕрле телефон номерне кăтартмалла. Хăй кам пулнине çирĕплетме клиентăн оператора пĕр хутчен хăйĕн паспортне кăтартмалла пулать.
Заявлени çырнă хыççăн клиентăн малашне посылкăна илес тесен оператора хăйĕн ят-хушаматне е посылкăн трекинг-номерне каламалла. Унтан клиентăн телефонĕ çине çирĕплетмелли код килет, ăна оператора каламалла. Ку питĕ меллĕ пулнине, вăхăта перекетлеме май панине палăртаççĕ почта ĕçченĕсем.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *