Спортпа туслашар

Спортпа туслашар

РФ Спорт министерстви Пĕтĕм Раççейри «Эпĕ спорта суйлатăп!» акци пуçланни çинчен пĕлтерет. Ăна ачасене, çамрăксене тата ыттисене те спортпа туслаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Акци икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăр РФ субъекчĕсенче августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 20-мĕшĕччен пулать. Иккĕмĕш тапхăр пĕтĕм Раççей шайĕнче иртет. Унта конкурс комиссийĕ пĕтĕмлетÿсем тăвать.
Çак акцие РФ субъекчĕсен физкультура тата спорт енĕпе ĕçлекен влаç органĕсем, физкультурăпа спорт организацийĕсем, вĕренÿ организацийĕсем, официаллă регистрациленнĕ физкультурăпа спорт клубĕсем, общество организацийĕсемпе пĕрлешĕвĕсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурс материалĕсене октябрĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 105064, Мускав хули, Казаков урамĕ, 18-мĕш çурт, 8-мĕш строени, 318-мĕш кабинет. Электрон почта: vas.reserve@gmail.com. Акци çинчен тĕплĕнрех РФ Спорт министерствин сайтĕнче «Пĕтĕм Раççейри конкурссем» уйрăмра вуласа пĕлме пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *