Вторник, 15 октября

Профориентаци енĕпе пулăшатпăр

Профориентаци енĕпе пулăшатпăр

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕррисене професси ориентацийĕ енĕпе пулăшу паратпăр. Çакă ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва, ĕç шыраканăн харпăр хăй интересĕсене шута илсе чи  мая   килекен   ĕç   вырăнне   тупма   пулăшать.   Граждансене   хăш   профессие  /специальноçа/ суйласан аванрах пулнине ăнланма пулăшатпăр. Ку пулăшупа тÿлевсĕрех усă курма пулать.
Çулталăк пуçланнăранпа профориентаци пулăшăвĕпе 560 çын усă курнă. Çав шутра: 11 инвалид, çĕнĕ профессие вĕренме кайма палăртнă 30 ĕçсĕр гражданин, чылай вăхăт ĕçлемен хыççăн ĕçе тухма шут тытнă 58 çын, 1 тăлăх ача.
Палăртмалла: районти ĕçсĕрлĕх лару-тăрăвĕ хальлĕхе стабильлĕ. Регистрациленнĕ ĕçсĕр çынсем — 30-ăн. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,22 процентпа танлашать.
Е.ЖУКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *