Понедельник, 24 июня

Уй-хирте

Уй-хирте

Ял çыннин хальхи вăхăтра пачах пушă вăхăт çук. Шăрăх çанталăк кĕрхи культурăсене пиçсе çитме май пачĕ, комбайнсене хире кăларчĕ. Хальхи вăхăтра районти пур тĕрлĕ хуçалăхсем те вырмара.
Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, августăн 6-мĕшĕ тĕлне районĕпе 3250 гектар çинчен пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртнĕ, 7435 тонна тырă тĕшĕленĕ. Пĕр гектарти вăтам тухăç — 22,9 центнер.
Çавăн пекех районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те тимлеççĕ. Паянхи куна районĕпе пурĕ 7497 тонна утă, 17310 тонна сенаж, 2410 тонна силос янтăланă.
Кĕрхи культурăсем акма хальлĕхе 3208 гектар çĕр хатĕрленĕ.

/ХАМĂР ИНФ./.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *