Суббота, 20 апреля

Тăван çĕр ĕçлеме вăй парать

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, районти ытти пур тĕрлĕ хуçалăхсенчи пекех, ĕççи кунран-кун вăйлансах пырать. Пиçнĕ тыр-пул каçалă-кĕнче «уй-хир карапĕсем» ĕçлеççĕ.
«Нива» комбайн штурвалне Владимир Петрович Коноплев механизатор çирĕп тытса пырать. Вăл — опытлă комбайнер.
Владимир Петрович Тукай ялĕнче пурăнать. Ăна хуçалăхра, çавăн пекех ялта та, ĕçчен пулнишĕн хисеплеççĕ.
— Çĕр ĕçĕ — чи хисепли. Шăпана ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнишĕн пачах та ÿкĕнместĕп. Хулара пăчăхса пурăнма пултараймастăп та пулĕ, — йăл кулчĕ ăста механизатор. — Мана тăван çĕр яланах ĕçлеме пулăшать.
Владимир Коноплев уй ĕçĕсенчен хăраса тăмасть. Ял çынни пулнă май хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх чылай тытать, апатне те ытлă-çитлĕ хатĕрлет. Владимир çуллахи кун тракторпа уттине те çулать, вырмана та хутшăнать, çав вăхăтрах ял халăхне те пулăшма ĕлкĕрет. Арçыннăн алли пур ĕç патне те пырать. Вăл кашни ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, таса чунпа пурнăçлать.
Яваплăха туйса, Владимир Петрович евĕр çĕре юратса, ĕçлекенсем ытларах пулсан кăна кĕлетсенчи пÿлмесем яланах тулли пулĕç.
А.Исаева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *