Воскресенье, 6 октября

Спартакиадăра — пĕрремĕш

Спартакиадăра — пĕрремĕш

Чăваш Республикин Спорт министерстви, регионти «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» ООО кашни çулах аслăрах çулхисем хушшинче «Спортивное долголетие» спартакиада ирттерессине йăлана кĕртнĕ.
Кăçал вăл августăн 3-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче иртрĕ. Унта республикăри маттур пенсионерсен 24 команди хутшăнчĕ. Вĕсем эстафета чупса, шахматла выляса, дартсра, персе, ишсе, сĕтелçи теннисла выляса тупăшрĕç. Комсомольски район команди пур тупăшура та маттур пулчĕ. Тĕслĕхрен, хутăш эстафетăра 4-мĕш вырăна тухрăмăр. Р.Сапожникова, Е.Тихонов, Г.Давыдова, В.Скворцов, Т.Волкова, Ф.Гаврилов, Г.Гаврилова, А.Давыдов стартра чăннипех те хастар пулчĕç.
Сĕтелçи теннис вăййинче Ф.Гаврилов, Т.Волкова тупăшрĕç. Шахмат вăййинче Н.Арсентьев, Е.Зимцова ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Е.Тихонов шывра хăвăрт ишсе палăрчĕ, вăл — виççĕмĕш вырăнта. 1000 метрлă дистанцире В.Скворцов, А.Давыдов, Г.Гаврилова, Р.Сапожникова старта тухрĕç.
Комсомольски район команди хĕрÿ тупăшура палăрса, «Спортивное долголетие» спартакиада кубокне çĕнсе илчĕ. Аслăрах çулхисем чăннипех те спортпа туслă пулни савăнтарать. Ăмăртусенче çĕнтерме чăтăмлăх та, хастарлăх та çителĕклĕ кирлĕ. Çавăнпа та тупăшусене хутшăнакансене малашне те маттур пулма, ăмăртусене тăтăшах хутшăнма, çĕнтерме ăнăçу сунатăп
В.Пундяков.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *