Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ «Тăван радио» 5 çул тултарнă тĕле «Тăван юрă» музыка премине ирттерет. Конкурса 18 çул тултарнă вырăсла тата чăвашла юрлакансем хутшăнма пултараççĕ. 10 номинацире чи лайăх юрăçсене, юрă сăмахĕсен авторĕсене, музыкантсене, ушкăнсене, дуэтсене палăртаççĕ. Ку юрăсем 100.3 FM хум çинче янăраççĕ, çак артистсен концерчĕсем Чăваш Ен Наци телекуравĕн эфирне тухаççĕ.
Çавăн пекех конкурсра «Çĕнĕ ят» номинаци пулать. Унта çĕнĕ, хальлĕхе ят-сум çĕнсе илеймен юрăçсем хутшăнма пултараççĕ. Çакна валли 2018 çулта çырса хатĕрленĕ, професси аранжировкиллĕ тата лайăх текстлă вырăсла е чăвашла композицисене «Тăван радио» редакцине /Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15-мĕш çурт/ илсе пымалла е tavanradio@mail.ru электрон почтăпа ноябрĕн 1-мĕшĕччен ярса памалла. Çакăн хыççăн ятарлă комисси ярса панă юрăсене пăхса тухать. Конкурса хутшăнакансемпе «Тăван радио» эфирĕнче тата Чăваш Наци телекуравĕпе паллашма пулать.
Кашни номинацире чи лайăх 5 участника палăртаççĕ. Вĕсем конкурс комиссийĕ тата халăх сасăлавĕ витĕр тухаççĕ, çапла вара пĕр çĕнтерÿçĕ пулать. Унăн ячĕ конкурсăн финалĕнче çеç паллă пулĕ. Финал декабрĕн 16-мĕшĕнче иртет. Çĕнтерÿçĕ статуэткăна тата диплома тивĕçет.
Тĕплĕнрех «Тăван радион» Вконтакте сетьри ушкăнĕнче е 8/8352/56-54-54 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
Н.Медведева.