Кадастр хакĕ тĕрĕс пултăр

Кадастр хакĕ тĕрĕс пултăр

Чăваш Республикин Юстици министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра капиталлă çурт-йĕр объекчĕсен тата промышленноç çĕрĕсен патшалăх кадастр хаклавĕн тÿрлетĕвĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă.
Кăçал 764 пин ытла капиталлă çурт-йĕр объекчĕн тата 135 пин ытла промышленноç тата ытти ятарлă тĕллевлĕ çĕр участокĕн кадастр хакне çĕнĕрен пăхса тухнă. Июлĕн 24-мĕшĕнче Росреестрăн тата «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕн сайчĕсенче çак отчетăн проектне вырнаçтарнă. Çак кунран пуçласа республикăра патшалăх кадастр хаклавĕн тÿрлетĕвĕсен иккĕмĕш турĕ пуçланнă.
Отчетăн проекчĕпе çыхăннă ыйтусене сентябрĕн 12-мĕшĕччен «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденине ocenka_kadastr21@mail.ru электрон почтăпа, ахаль почтăпа /çак адреспа: Шупашкар хули, Бабушкин тăкăрлăкĕ, 8-мĕш çурт/ нумай функциллĕ центр е патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕ урлă ярса пама пулать. Ку хăвăрăн объектсен кадастр хакне палăртнине хутшăнма, кирлĕ пулсан улшăнусем кĕртме май парать. Сирĕн шухăша пăхса тухса «Чăваштехинвентаризаци» 10 кун тăр-шĕнче /сентябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне/ отчет проектне улшăнусем кĕртет.
Капиталлă çурт-йĕр объекчĕсен тата промышленноç тата ытти ятарлă тĕллевлĕ çĕр участокĕсен çĕнĕ кадастр хаклавĕ 2019 çултан вăя кĕрет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *