Суббота, 20 апреля

Иккĕмĕш çăкăр тăшманĕ

Иккĕмĕш çăкăр тăшманĕ

Юлашки çулсенче чăваш ял ĕçченне хумхантаракан ыйту чылай. Сыснасен Африка чуми, кайăк грипĕ… Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк чирĕ кăна мар, пахча çимĕç тухăçне чакаракан чирсем, сăтăрçăсем те канăç памаççĕ çав. Çĕр улмин нематодинех илер. Тăван тăрăхăмра унпа тахçанах кĕрешме тытăннă ĕнтĕ. Унччен тупса палăртнă вырăнсенче чакса пырать тесен те йăнăш пулмĕ.
Нематодăна тĕппипех пĕтерме чăн та йывăррине ял çынни хăй те туйса илчĕ-тĕр. Ăна тупса палăртнă лаптăксенче азот удобренийĕсем сапаççĕ. Ку мур «парăнтарман» сортсем лартма тăрăшаççĕ. Унччен çĕрулми лартнă вырăнсенче пахча çимĕç, тĕш-тырă лартса çитĕнтерни те нематодăпа кĕрешес ĕçре витĕмлĕ.
«Иккĕмĕш çăкăра» сиен кÿрекен çак паразита пуçласа Чăваш Енре 1980 çулта асăрханă. Паянхи кун тĕлне, Россельхознадзорăн тĕп управленийĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, нематода тупса палăртнăран Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче тата Шупашкар хулинче карантин фитосанитари зонисем туса хунă. Пĕтĕмпе — 18 районта.
Раççейĕпе 64 субъекта кĕрекен 906 районта нематода пур.
Пирĕн тăрăхра 2007 çултах çĕрулми нематоди тĕлĕшпе карантин фитосанитари зонине тата режимне çирĕплетнĕ.
Специалистсем палăртнă тăрăх, нематода ернин пĕрремĕш паллисене асăрхасанах унпа кĕрешме тытăнни пĕлтерĕшлĕ. Пахчаçăна çак самантсем сисчĕвлентермелле: çĕрулми туни çинçе тата тĕмми пĕчĕк, çеçкисем те, чечекĕсем те — шутлă кăна, улмисем питĕ сахал.
Сăтăрçăпа тĕрлĕ меслетпе кĕрешеççĕ. Нематодăна пĕтерекен хими препарачĕ нумай мар. Анчах та питĕ хăватлă, çавăнпа та пĕлмесĕр усă курсан шар курма та пулать.
Агротехника меслечĕ лайăх витĕм кÿрет. Чире чăтăмлă сортсене лартмалла, пусă çаврăнă-шĕпе пĕлсе усă курмалла. Çĕрулмине унччен пăрçа йышши культурăсем, кукуруза ÿстернĕ лаптăка лартни аван. «Иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ вырăна люпин акса хăварсан лайăх, нумай çул ÿсекен пучахлă ÿсен-тăран та усă кÿрĕ. Пирĕн тăрăхра нематодăна чăтăмлă çак сортсем: «Жуковский ранний», «Импала», «Роко», «Удача», «Галла», «Нев-ский», «Беллароза», «Скарлетт», «Адретта», «Винета», «Ред скарлетт», «Романо», «Роко» тата ытти те. 60—80 кунра «пиçсе» çитекенни пулсан тата лайăх. Кăмăлланă сорта вăрлăха чирленине тĕрĕслесе тăракан ятарлă предприятисенче туянмалла.
Çакнашакал меслет сĕнекен те пур. Пахчана 4 пая пайламалла. Пĕр пайĕ çĕр улми валли пултăр, иккĕмĕшĕ — купăста, хăяр, кабачок, патиссон, кавăн валли; виççĕмĕшĕ — томат, сухан, ыхра, пăрçа тата ун йышши культура валли; тăваттăмĕшĕ — кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çарăк валли. Тепĕр çул пĕрремĕш лаптăкра ÿстернĕ çимĕçсене иккĕмĕшне лартмалла, иккĕмĕшĕнчисене — виççĕмĕшне тата ытти те. Çĕрулми лаптăкне 3 пая уйăрмалла. Пĕрремĕшĕнче — нематодăна чăтăмлă сорта, иккĕмĕшĕнче — ир пулакан сорта /малтан çутă çинче шăтиччен тытмалла/, виççĕмĕшĕнче киввине лартмалла /нематодăна чăтăмлă сорт çителĕклĕ пуличчен/. Çĕрулми тĕммине вăй илме органика тата минерал им-çамĕсем те питĕ кирлĕ, вĕсенче азот виçи пысăк пултăр. Витĕмлĕ минерал им-çамĕ шутĕнче — йывăç кĕлĕ /е улăм/. Вăл тăпра йÿçеклĕхне чакарать тата тутă пахалăхне лайăхлатать.
Çĕрулмине упранă чухне çĕрме тытăннисенчен тасатсах тăмалла. Вăрлăха хÿтĕлеме ятарлă хатĕрсемпе усă курни пăсмĕ.
Нематодăллă лаптăкран пухса кĕртнĕ çĕрулмине уйрăм упрамалла.
Тĕлĕнмелле, цистăсенчи хурчĕсем тата çăмартисем çĕрулмисĕрех 10 çул таранах пурăнма пултараççĕ. Тăпрара вара — 40 çулчченех. Çакă паразита пĕтерессине кăткăслатать тата йывăрлатать. Кунта «Сиплениччен сыхланни йÿне ларать», — тени вырăнлă. Чылай çĕрте сыхланасси мар, сăтăрçа пĕтересси — тĕп вырăнта. Акă Сĕнтĕрвăрри районне илер: темиçе ялтан илнĕ 16 пробăран 14-шĕ нематодăллă! Муркаш районĕнче вара 63 пробăран 38-ĕшĕ таса мар. Элĕк районĕнче 19 лаптăкран 14-ĕшĕнче сăтăрçă палăрнă.
Кăçалхи çур çулта Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенче ял çыннисен 228 лаптăкĕн çĕрне тĕрĕслеттернĕ. Патшалăх аслă инспекторĕ каланă тăрăх, 57,21 гектар лаборатори тĕпчевĕ витĕр тухнă. Çав шутран 18,66 гектар кăна нематодăран таса иккен.
Нематода вучахĕсене ял хуçалăх предприятийĕсен çĕрĕсем çинче тупса палăртман, вăл ял çыннисен пахчисене «иленнĕ».

Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *