Воскресенье, 14 июля

Уй-хирте

Уй-хирте

Çанталăк кĕр енне сулăнма тытăнни сисĕнме пуçларĕ. Çак тапхăрта ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче хĕрÿ тапхăр пырать: çĕр ĕçченĕсем пиçсе çитнĕ тыр-пула выраççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, кĕрхи çĕртме тăваççĕ.
Кăçал тĕш-тырăпа пăр-çа йышши культурăсене районĕпе пурĕ 15875 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хальхи вăхăтра çак ĕçĕн 12,6 проценчĕ пурнăçланнă.
Августăн 2-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 1999 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, вĕсенчен 1675 гектар кĕрхи тулă пулсан, 278 гектар — ыраш. Урпана хальлĕхе 46 гектар çинчен анчах пухнă. Районĕпе пурĕ ĕçченсем 4714 тонна çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектарти вăтам тухăç 23,6 центнерпа танлашать.
Аван ĕлкĕрсе пыракан хуçалăхсене те палăртса хăварар. Вĕсем «Труд» ЯХПК, «Искра», «Урожай» колхозсем, «Слава картофелю» агрофирма, «Родина» фермер хуçалăхĕ. Хальлĕхе районти 20 хуçалăх вырмана тухнă, ыттисен те уяр кунсемпе туллин усă курма пикенмелле.
Яллă вырăнсенче пурăнакансемшĕн халĕ, чăн та, пĕр канăç та çук. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх валли апат ытлă-çитлĕ янтăлас тĕллевпе пурăнаççĕ. Асăннă вăхăт тĕлне 7158 тонна утă, 17116 тонна сенаж хатĕрленĕ, пĕр çул ÿсекен курăксене 1288 гектар çинчен пуçтарнă.
Çавăн пекех ĕçченсем августăн 2-мĕшĕ тĕлне 3208 гектар çĕр хатĕрленĕ, кĕрхи çĕртмене 700 гектар çинче ирттернĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,
район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп агрономĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *