Вторник, 16 апреля

Çĕнĕ Мăратра фильм ÿкереççĕ

Çĕнĕ Мăратра фильм ÿкереççĕ

Ачасемпе çамрăксен сывлăхне тĕреклетмешкĕн тата спорта аталантармашкăн пулăшакан ыр кăмăллăх фончĕ, Чăваш Енри кинематографистсен союзĕ хутшăннипе «Чăвашфильм» Комсомольски районĕнче кинофильм ÿкерме тытăннă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине халалланă. Кинофильм ÿкерессипе çыхăннă пирвайхи ĕç-пуçсем пĕтĕмпех июлĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пулса иртнĕ. Унта Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем, ачасем хутшăннă.

— Совет офицерне Варламова тата чăваш ялĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пурăннă тыл ĕçченĕсене халалланă фильма пирĕн тăрăхра ÿкерни чăннипех те савăнтарать. Çакна пурнăçлама яла чи малтанах, июлĕн 24-мĕшĕнче, «Чăвашфильм» кинорежиссерĕ Юрий Спиридонов, Сергей Паркер оператор килсе çитрĕç. Вĕсем фильм ÿкермелли вырăнсене палăртрĕç, ял çыннисемпе тĕл пулчĕç, вырăнти музея çитсе курчĕç. Июлĕн 28-мĕшĕнче фильм ÿкерме килессе пĕлтерсе хăварчĕç. Çак куна вара эпир чăннипех те тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Тукай ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн волонтерĕсемпе пĕрле субботник йĕркелерĕмĕр. Унпа пĕрлех фильмра ÿкерĕнме пултаракансемпе тĕл пултăмăр, ĕлĕкхи тумсене хатĕрлерĕмĕр. Пурте çак ĕçре хастар пулчĕç, уйрăмах музей ĕçченĕ Ирина Мартынова, Валентина Филиппова педагог, «Ватăсен ăшши» фольклор коллективĕ. Кинофильм ÿкернĕ кун та çанталăк шăрăх тăнăран, актерсене çăмăл килмерĕ. Ирхине 4 сехетренех ĕçе пикеннĕ режиссерсем. Фильм сыпăкĕсене ĕлĕкхи «Муратский» вăрман хуçалăх территорийĕнче ÿкерчĕç. Ĕç пĕр кунпа çеç вĕçленмерĕ. Режиссерсем çак эрнере Çĕнĕ Мăрата тепĕр хутчен килмелле. Эпир вĕсене хамăр тăрăхра хаваспах кĕтетпĕр. Çак пулăм историре ĕмĕрлĕхех çырăнса юлать-çке, — пĕлтерчĕ Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева.
Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, фильмри пĕр роле СССР халăх артисчĕ, Раççей наци театрĕн «Ылтăн маска» премине тивĕçнĕ 95 çула çывхаракан Вера Кузьмина вылять. Унпа пĕрле вара Çĕнĕ Мăрат çыннисем те çуммăнах. Вăл çеç-и, асăннă тăрăхри кил-çуртсем те историе кĕрсе юлаççĕ. Фильма ачасем, мăнуксем, вĕсен ачисем курса хаклама тивĕç.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *