Воскресенье, 21 апреля

Пирĕн яла килсе кур

Пирĕн яла килсе кур

Кашни ялах хăйне евĕр илемлĕ, кашни ялтах пуян историллĕ паллă вырăнсем, уйрăмах илĕртÿллĕ çутçанталăк кĕтесĕсем пур. Паян эпир хаçат вулаканĕсене Хирти Мăнтăр ялĕ тăрăх пĕчĕк çул çÿреве чĕнесшĕн.
Истори сукмакĕпе
Хăçан, мĕнле пуçланса кайнă-ши икĕ пайран /Турхан тата Мăнтăр/ тăракан Хирти Мăнтăр ялĕ? Ватăрах çынсем хăйсен аслашшĕ-асламăшĕсен сăмахĕсем тăрăх çапла каласа параççĕ. 17-мĕш ĕмĕр çурринче ?1650 çулта/ Хирти Мăнтăр ялне хальхи Вăрмар районĕнчи Кивĕ Мăнтăр ялĕнчен 3 çемье куçса килнĕ. Каярахпа хальхи Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнчен тата 3 çемье куçнă. Çапла майпа Хирти Мăнтăр ялĕ ултă çемьерен пуçланса кайнă. Вĕсем сĕм вăрман варринче йывăç хăртса хир тăваççĕ. Çав «хир» ячĕпе ялне Хирти Мăнтăр тесе ят параççĕ.
Турхан ялĕ 1650—1652 çулсенче Елчĕк районĕнчи Хирти Пăва çумĕнчи Турхан ялĕн çыннисем куçса ларнинчен пуçланса кайнă теççĕ. Виçĕ çын пуçласа янă Турхан ялне: Саали, Сеит, Сакат. Ячĕсенчен çакна калама пулать: вĕсем тĕне кĕмен чăвашсем пулнă. 1964 çулта Турхан ялĕ Хирти Мăнтăр ялĕпе пĕрлешнĕ, икĕ яла Хирти Мăнтăр /Полевое Шептахово/ ят панă.
Пуян историллĕ çурт
Яла лайăх асфальт çул илсе çитерет. Ăна 2017 çулхи август уйăхĕнче туса пĕтернĕ. Унăн тăршшĕ — 1891 метр. Урамсене те чул сарнă, çапла вара хиртимăнтăрсем халĕ пĕрре те пылчăк çăрмаççĕ.
Ял варринче пуян историллĕ çурт ларать. Çак çурта 1896 çулта Сергей Андреевич Семенов тутарнă. Çурт тума кирпĕчне Нĕркеç ялĕнчен турттарса килнĕ. Ун чухне цемент пулман. Раствор çине кирпĕчсене пĕр-пĕринпе çыпăçтарма арман çăнăхне çăмартапа çăрса янă. Çак çурта туса пĕтерсен унта лавкка уçнă. Лавккинче тĕрлĕрен кирлĕ япаласем, тăвар, краççын, пĕремĕк тата ытти те сутнă.
1930 çулта колхозсем тума пуçласан Семеновсен çемйине кулаксен шутне кĕртнĕ те пурлăхне, лавкка пулнă çурта та туртса илнĕ. Вăл пĕр хутлă пулнă. Кайран унăн тăррине Сергей Андреевич хăйĕн çемйипе пурăннă çурта хăпартса лартнă. Вара икĕ хутлă çурт пулса тăнă. Çÿлти хутĕнче колхоз правленийĕ вырнаçнă, аялта райпо тытăмĕнчи лавкка уçнă. Çĕнĕ лавкка тăвичченех çак çуртра тавар сутнă. Хальхи вăхăтра çурт пушă ларать.
Паттăрсене асра тытса
Хирти Мăнтăр ялĕнче икĕ палăк. Пĕрне Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă ?1955 çул/. Хирти Мăнтăр ялĕнчен вăрçа 142 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 70 çын вăрçă хирĕнче выртса юлнă, ыттисем каялла таврăннă. Паянхи кун ялта пĕр вăрçă ветеранĕ те юлман. Шкул ачисем кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕнче палăк умне пуçтарăнаççĕ, вăрçăра вилнисене асăнса чечек кăшăлĕсем хураççĕ.
Тепри — Петр Гурьевич Смирнова асăнса лартнă палăк /1974 çул/. Вăл вăрçă вăхăтĕнче летчик-бомбардировщик пулнă. 1942 çулта сывлăшри çапăçура унăн самолетне фашистсем персе лектернĕ, самолет çунма пуçланă. Самолет командирĕ Петр Смирнов экипаж членĕсене парашютсемпе сикме хушнă, хăй вара çунакан самолет Воронеж облаçĕнчи Рябчево ялĕ çине ан ÿктĕр тесе ăна айккинелле илсе кайнă. Ялтан пĕр çухрăмра самолет ÿксе сирпĕннĕ. Пурнăçне шеллемесĕр паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ вăл.
32 çул Петр Гурьевич хыпарсăр çухалнă салтаксен йышĕнче пулнă. Воронеж облаçĕнчи шыравçăсем Мария Сергеевна Кияшкина учительница ертсе пынипе самолет ÿкнĕ вырăна тупнă.1974 çулта пирĕн ентеш паттăрла ĕç туни çинчен Мария Сергеевнăпа шыравçăсем Хирти Мăнтăр ял çыннисене килсе пĕлтернĕ, ялта палăк уçнă çĕре хутшăннă. Паттăр салтака Воронеж облаçĕнчи Кашир районĕнчи Рябчево ялĕнче пытарнă. Хирти Мăнтăрти пĕр урама вăрçăри паттăр летчика асăнса Смирнов урамĕ теççĕ.
Тĕлĕнмелле йывăçсем
Ялта тĕлĕнмелле йывăçсем пур. Пирамида евĕрлĕ топольсем теççĕ вĕсене. Çак йывăçсем Николай Самарин килĕ умĕнче ÿсеççĕ. Вăл вĕсене 2000 çулта лартнă, хунавĕсене Хусантан илсе килнĕ. Çак йывăçсем ытти йывăçсенчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем 40 метр çÿллĕш, 300 çула çитиччен ÿсме пултараççĕ, турачĕсем пирамида евĕрлĕ çÿлелле ÿсеççĕ, çулçисем 5—9 сантиметр пулаççĕ. Çак топольсем хăвăрт ĕрчеççĕ, тымарĕ çумĕнчен вĕтĕ хунавсем тухсах тăраççĕ. Вĕсене Николай Валерьевич час-часах çырма хĕррисене кайса лартать.
Давыдов пĕви
Хирти Мăнтăр ялĕнчи тепĕр илемлĕ вырăн — Давыдов пĕви. Кунта çулла ял çыннисем час-часах пулă тытаççĕ, шыва кĕрсе уçăлаççĕ. Мĕншĕн Давыдов пĕви тенĕ-ха ăна; Ку пĕвене чаплă пахчаçă Василий Давыдович Давыдов пĕвелеттернĕ. «Знамя» колхозра вăл пуçарнипе пахчаçимĕç çитĕнтерме тытăннă, калчасене шăварма шыв нумай кирлĕ пулнипе ку пĕвене тунă. 40 çула яхăн В. Давыдов пахчаçимĕç бригадине ертсе пынă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра «Знамя» колхоз республикăра малтисен ретĕнче пулнă, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса чапа тивĕçнĕ.
Çапла вара паян Хирти Мăнтăр ялĕнчи паллăрах вырăнсемпе паллашрăмăр. Юлашкинчен çак ялта пурăнакан Мария Каçалсем поэтăн сăввипе вĕçлес килет:
Пирĕн яла килсе кур —
Тĕлĕнмелли тем те пур!
Ялĕ пуян, пит хитре,
Сад пахчисем чечекре.
Чăн та чаплă çулĕсем,
Кермен пекех килĕсем.
Килсе курăр хăнана
Мăнтăрпала Турхана.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *