«Надежда» парнесемпе савăнтарать

«Надежда» парнесемпе савăнтарать

Комсомольски район центрĕнче вырнаçнă «Надежда» суту-илÿ çуртне çитсе курман çын пирĕн хушăра çук пулĕ. Вăл уçăлнăранпа кăçал 26 çул çитнĕ май унта кашниех пулса курнă тесе шутлатăп. Район çыннисем çеç мар, таврари районсенче пурăнакансем те килсе çÿреççĕ кунта. Çуралнă куна «Надеждăра» тăрăшакансемпе тавар туянакансем пĕрле июлĕн 26-мĕшĕнче паллă турĕç. Савăнăçлă уяв кунĕ тĕлне парнесем те чылай хатĕрленĕ. Тавар туянакансем хушшинче лотерея вылявĕ йĕркелерĕç.
— Суту-илÿ çурчĕ ĕçлеме пуçланăранпа 26 çул çитрĕ. Çак вăхăтра эпир туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерес тĕллевпе ĕçленĕ те, малашне те ĕçлĕпĕр. Паян пурин валли те парне хатĕрленĕ, пирĕн уяв сирĕн уяв пултăр, — терĕ Надежда Валентиновна Краснова ертÿçĕ пухăннисене ăшшăн саламласа. Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, парнесен фончĕ 76 пин тенкĕпе танлашнă. Июлĕн 1—16-мĕшĕсенче 10 пин тенкĕрен ытларах ювелир изделийĕ туяннисем лотерея вылявне хутшăнчĕç. Парнесем чăннипех те — чи лайăххисем пулчĕç: илемлĕ хăлха çаккисем, çĕрĕсем, шăрçасем, ювелир изделийĕсене тасатмалли хатĕрсем.
Паян Надежда Валентиновна ертсе пыракан коллектив туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерет. Маттур хĕрарăм вара — çирĕп утăмсемпе утакан предприниматель. Çитĕнÿ çăмăллăн килмен, çĕр çывăрман каçсем, кунсем, ывăннă вăхăтсем, пуçа çавăрттарса шутламалли, татса памалли ыйтусем сахал мар пулнă хĕрарăм пурнăçĕнче. Надежда Валентиновна палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Паянхи ĕçе вăл нихăçан та ырана хăвармасть. Пурне те çийĕнчех пурнăçлать, ыттисем те çапла тунине кăмăллать.
Ахальтен мар унăн суту-илÿ точкисенче тăрăшакансем вăр-вар та маттур. Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. «Надежда» магазина кĕрекенсене Ирена Медведева, Анжела Филиппова, Татьяна Самарина сутуçăсем яланах тарават кĕтсе илеççĕ. Клиентсен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Коллектившăн клиентсен ыйтăвĕ темрен те паха. Магазинта ювелир хатĕрĕсен ассортименчĕ вара чăннипех те пуян. Тĕлĕнмелле илемлĕ ылтăн, кĕмĕл изделисене Раççейри 80 заводран кÿрсе килеççĕ. Ытларах вара вĕсем Мускаври ювелир завочĕпе, «Алмаз холдинг» ОООпа, Эстет, Адамас, Дэльта, Соколов ювелир çурчĕсемпе ĕçлеççĕ.
— Халĕ илемлĕ, пахалăхлă тавар тупасси чылай çăмăлланчĕ. Ювелир хатĕ-рĕсене Интернетпа çырăнса илме те, вырăна çитерсе памалла заказ пама май пур. Çав тери меллĕ. Апла пулин те, алăпа тытса пăхса, хакласа туянма кăмăллатăп. Кун пек шанчăклăрах, — тет пăрчăкан пек маттур Надежда.
Паха та илемлĕ тавара хаклакансен кăмăлне туллин тивĕçтерме тĕрлĕ ювелир хатĕрĕсене ятарлă каталог урлă та заказ пама пулать. Клиентсен ыйтăвне 10 кунра пурнăçлаççĕ.
НАДЕЖДА КРАСНОВА: «Клиентсем пирĕн пата тĕрлĕ çĕртен килни, ювелир хатĕрĕсене пысăк хак пани ĕçлеме хавхалантарать. Ювелир хатĕрĕсен ассортиментне пуянлатас, çынсен кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе малалла утатпăр. Предприниматель ĕçĕнче кахалланса ларни вырăнсăр. Ĕçлемеллле, тăрăшмалла, шав малалла ăнтăлмалла».
Надежда Валентиновна пĕлтернĕ тăрăх, ĕçри ăнăçу вара чи малтанах çын кăмăлĕнчен, тĕллевсем патне мĕнлерех вăй-халпа ăнтăлнинчен нумай килет. Кăмăл тенĕрен, хĕрарăм çав тери уçă кăмăллă. Вăл йывăр лару-тăрура яланах алă парать. Маттурскер тăтăшах ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнать, ача-пăчасене пулăшать. Унпа пĕрлех туянакансем валли те сахал мар мероприяти йĕркелет. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕсенче, çуралнă кунпа, Çĕнĕ çулта ятарлă акцисем ирттернĕ май ювелир изделийĕсене йÿнĕрех хакпа сĕнеççĕ тата лотерея вылявĕсем ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕрне шăпах суту-илÿ çурчĕ ĕçлеме пуçланă куна халалларĕ те. Пухăннисем уява тулли кăмăлпа килни, парнесемшĕн чунтан савăнни уйрăмах сисĕнчĕ. Ылтăн хăлха çакки, кĕмĕл çĕрĕ выляса илсессĕн кам савăнмĕ;
— «Надежда» сĕнекен тавар маншăн чи пахи. Кунта тăрăшакансем яланах кирлĕ сĕнÿ-канаш параççĕ, суйласа илме пулăшаççĕ. Тавах, вĕсене, — пĕлтерчĕ тавар туянакан Надежда Петрова.
Паянхи пурнăçра клиентсен кăмăлне туллин тивĕçтермеллине пĕлсе ĕçлеççĕ сутуçăсем. Çакă кун-çул уттинчен юлмасăр тăрăшма хистет те.
Магазинта ювелир хатĕрĕсене сутнипе пĕрлех, вĕсене юсама йышăнаççĕ. Унпа пĕрлех киввине çĕннипе те улăштарса параççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *