Понедельник, 24 июня

Моряксен туслăхĕ çирĕп

Моряксен туслăхĕ çирĕп

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2006 çулхи майăн 31-мĕшĕнче йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн, Тинĕс-çар флочĕн кунне çулсерен июлĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Флот çывăхĕнчи хуласенче ку уява уйрăмах анлăн палăртаççĕ. Паллах, океансемпе тинĕссем пирĕнтен пиншер çухрăмра вырнаçнă, апла пулин те хумсем епле чÿхеннине курнисем пирĕн хушăра чылайăн. Хăйсен çамрăклăхне аса илсе июлĕн 29-мĕшĕнче вĕсем тĕлпулу йĕркелерĕç. Чылайăшĕ кунта çемйипех килнĕ, ашшĕне
е аслашшĕ-кукашшĕне хисеплесе тельняшка тăхăннă ачасене курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ.
Пухăннисене «Тинĕс тăванлăхĕ» обществăлла организаци ертÿçи Евгений Орешкин, районти ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев, «Пограничниксен тăванлăхĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Филиппов, Совет çарĕсен Германири ушкăнĕн районти ветерансен ассоциацийĕн ертÿçи Анатолий Архипов саламларĕç. Тинĕс-çар флотне туса хунăранпа 322 çул çитнĕ ятпа чылай ветерана кăкăр çине çакмалли паллăпа Тав хучĕсем парса чысларĕç. Федор Ушаков иконĕпе Комсомольски районĕ тăрăх авточупу йĕркеленĕ хыççăн вĕсем вырăнти «Вознесения Господня» чиркÿ умне чарăнчĕç. Кунта молебен иртрĕ.
Уявăн иккĕмĕш пайне ĕнерхи моряксем спорта халалланă. Комсомольски вăрманĕнчи уçланкăра тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç: кире пуканĕ çĕклерĕç, канат туртрĕç, волейболла вылярĕç… Кире пуканĕ йăтассипе Андрей Димитриева, Владимир Михайлова тата Сергей Ильина çитекенсем пулмарĕç. Автомат сÿтсе пуçтарас, канат туртас енĕпе те çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Балти, Хура тинĕс, Çурçĕр тата Лăпкă океан флочĕсенче службăра тăнă, хальхи вăхăтра запасри моряксем, пирĕн ентешсем, чăннипех те маттур.
— Служба çулĕсем çулран-çул хыçа юлса пыраççĕ, апла пулин те арçынсем çивĕчлĕхĕпе çаврăнăçулăхне çухатмаççĕ. Вĕсен ывăлĕсемпе мăнукĕсен камран тĕслĕх илмелли пурах. Килес çул уява çамрăксем тата та ытларах хутшăнĕç тесе шанатăп, — терĕ пĕтĕмлетсе «Тинĕс тăванлăхĕ» организацин хастар членĕ, вăйăсен йĕркелÿçи Сергей Алексеев.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *