Вырмана тухнă

Вырмана тухнă

Республикăра тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелли хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Пирĕн районта та июлĕн 26-мĕшĕнче кĕрхи тулла вырма пуçланă. «Хир карапĕсем» кăçал уя кăшт каярах юлса тухрĕç, апла пулин те хресченсем лайăх çанталăкпа туллин усă курса мĕнпур ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлесшĕн.
Июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне «Слава картофелю» агрофирмăра, «Труд», «Рассвет», «Слава», «Луч», «Дружба» ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, «Родина» фермер хуçалăхĕнче, «Искра» тата «Урожай» колхозсенче кĕрхи тырра 400 гектар çинчен пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Вăтам тухăç — 25 центнер.
Çавăн пекех хуçалăхсенче çĕр хатĕрлес енĕпе те тимлеççĕ. Çак ĕçе вĕсем хальлĕхе 3050 гектар çинче пурнăçланă.
Районти колхозсемпе фермер хуçалăхĕсенче, çавăн пекех ял хуçалăх производство кооперативĕсенче «чĕлхесĕр янаварсем» валли апат хатĕрлеççĕ. Çимĕçĕ те — тăрăшнине кура. Хуçалăхсен ĕçче-нĕсем хальлĕхе 14300 тонна сенаж тата 7000 тонна утă янтăланă.
Ĕççи хĕрсех пырать. Паян-ыран ытти хуçалăхсенче те комбайнсем хире тухĕç.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,
район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп агрономĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *