Пятница, 26 апреля

Асăну хăми уçнă

Асăну хăми уçнă

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх тата общество деятелĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветеран Илья Павлович Прокопьев пурăннă Ленинград урамĕнчи 26-мĕш çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă.
Илья Павлович Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Ăна 10-мĕш пилĕкçуллăх планне ăнăçлă тултарнăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Çав тапхăрта Чăваш Ен тĕп хули Атăл тăрăхĕнчи индустри, ăслăлăх тата культура центрĕ пулса тăнă.
Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Чăваш Ен Пуçлăхĕн çумĕнчи ваттисен канашĕн пайташĕ Петр Ивантаев, Илья Прокопьевăн хĕрĕ Ирина Хохлова, мемориал хăмин авторĕ, Раççейри Художниксен пĕрлешĕвĕн членĕ Игорь Голубев, влаç органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче, обществăлла организацисенче тăрăшакансем, хăнасем чылайăн хутшăннă.
Пухăннă ентешсем умĕнче тухса калаçнă май, Михаил Игнатьев Илья Прокопьев халăхăн асĕнче ĕмĕр пурăннине каланă. Ăна пĕлмен çын çук тесен те йăнăш мар. Сумлă çынна сума суни, шăпах та çак пулăма йĕркелени çирĕплетсе парать те ĕнтĕ.
«Вăл яланах уçă кăмăллă, таса чунлă пулнă. Чăваш Енре пурăнакансем ентешĕмĕре кулленех ырăпа асăнаççĕ. Ĕçчен çын халăхшăн нумай вăй хунă. Граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн çине тăрсах ĕçленĕ. Сахал мар пысăк объектсем хулара çĕкленнĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕсем ĕмĕрлĕхех Чăваш Ен историйĕнче ылтăн тĕспе çырăнса юлнă», — тенĕ Михаил Игнатьев.
Республика Пуçлăхне çакăн пек ырă ĕçшĕн тав туса мĕнпур тăванĕсен ячĕпе сумлă ентешĕмĕрĕн хĕрĕ Ирина Хохлова чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каланă. Хăйĕн ашшĕне хисепленĕшĕн Чăваш Ен халăхне пуç тайнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *