Чăваш Енре – Тĕнче чупăвĕ

Чăваш Енре – Тĕнче чупăвĕ

Июлĕн 25-мĕшĕнче факел йăтнă çынсем Комсомольски районĕнче пулчĕç. Вĕсене Каçалсем Патăрьел чиккинче çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.
— Тĕнчере тăнăçлăх хуçалантăр, халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнтăр. «Тĕнче чупăвĕ — 2018» факеллă эстафета — халăхсене килĕштерсе пурăнма чĕнекен мероприяти. Эпир, Пĕтĕм тĕнчери мир, туслăх, ăнланулăх эстафетине хутшăнакансем, сывă пурнăç йĕркине те пропагандăлатпăр. Пире çакăн пек ăшшăн кĕтсе илнишĕн пысăк тав сире. Чăвашсем çав тери ырă кăмăллă халăх, — терĕç Тюменьтен старт илнĕ энтузиаст-волонтерсем.
«Тĕнче чупăвĕ» эстафетăна пуçарса яраканĕ — Шри Чинмой /1931—2007 ç.ç./. Чупу 1987 çулта старт илнĕ. 31 çул хушшинче факел 6 континентри 140 çĕршывра пулнă. Унта паллă çынсем, патшалăх ертÿçисем, олимп чемпионĕсем, обществăлла организацисен членĕсем хутшăннă. Раççейре ку мероприятие 1991 çултанпа ирттереççĕ. 1996 çулта Геннадий Стрекалов космонавт эстафета факелне космоса илсе хăпартса «Мир» орбита станцийĕнче Америка астронавчĕсене панă. Факел Эльбрус тăвĕ çинче пулнă, Çурçĕр полюсне те çитнĕ.
— Чупăва хутшăнма спортсмен пулни кирлĕ мар, çыннăн çулĕ те пĕлтерĕшлĕ мар. Çунакан факела темиçе метр та пулин йăтса утмалла е алăра тытса тăни çителĕклĕ, — теççĕ волонтерсем.
Кăçалхи чупу Тюменьтен пуçланнă. Волонтерсем 6914 километра сентябĕн 21-мĕшĕнче чупса тухĕç. Вĕсем Шупашкар хули витĕр иртсе августăн 4-мĕшĕнче çĕршывăн тĕп хулине — Мускава — çитĕç. Унтан Саратов, Волгоград, Астрахань хулисем витĕр чупса тухса Пĕтĕм тĕнчери Тăнăçлăх кунĕнче Севастополь хулинче пулĕç.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *