Понедельник, 11 ноября

Пĕтĕм ял савăнчĕ

Пĕтĕм ял савăнчĕ

Июлĕн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Сĕнтĕр халăхĕ ял уявне паллă турĕ. 90 çул сахал та мар, нумай та мар. Улшăнусем вара курăмлă. Йĕри-тавра йывăçсем çитĕнеççĕ, çулĕ такăр, çыннисем кăмăллă. Илемленсе, капăрланса пырать манăн тăван ял. Савăнать, хĕпĕртет уншăн чĕре. Паллах, чи малтан ял çыннисен тăрăшулăхне тата «Родина» фермер хуçалăхĕн ертÿçин Анатолий Потемкинăн пуçарулăхне палăртса хăвармалла.
Эпир, вăрçă ачисем, Иван Смирнов пулеметчик çинчен çырнă юрăпа ÿснĕ, хавхаланнă, мăнаçланнă. Комсомольски вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Анна Кокорева вĕрентекен пире Иван Смирнов пулеметчикăн амăшĕ патне тĕлпулăва илсе кайни халĕ те асрах. Ял çыннисене çутта кăларнă Татьяна Карпова учительницăна, Надежда Степанова-Зайцевăна аса илмесĕр иртме çук. Вĕсем пире, Çĕнĕ Сĕнтĕр ачисене, пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ, вĕренес туйăма вăйлатнă, çĕршыва усăллă çынсем пулма вĕрентнĕ. Çакăн пек вăхăтра Вера Архипова, Людмила Манзуркина /Архипова/ Лидия Кокшина, Валентина Зайцева, Павел Архипов, Венера Абукина, Марс Абукин аслă пĕлÿ илме пултарчĕç. Эпĕ те Комсомольски вăтам шкулне пĕтертĕм. Çиччĕн пĕлÿ пухрăмăр. Комсомол путевкипе Алтай тăрăхне тыр-пул пуçтарма кайни те асрах. 18 çулхи хĕрсем тăрăшуллă ĕçшĕн медаль илме пултартăмăр. Шел пулин те, халĕ иккĕн çеç тăрса юлтăмăр. Туссемпе тĕл пулас тесе Çĕнĕ Сĕнтĕр ял уявне çитмесĕр чун чăтмарĕ. Халĕ тĕрлĕ вырăнта пурăнатпăр пулин те тĕл пулма вăхăт тупатпăрах. Светлана Архипова тусăмпа çыхăнăва нихăçан та çухатман.
Кама кăна ÿстермерĕ пулĕ тăван ял? Инженерсем, учительсем, агрономсем, зоотехниксем, дизайнерсем, комбайнерсем, трактористсем, çĕвĕçсем… Юрлама, ташлама маттур ял çыннисем. Спортра та туслă халăх.
Ытла та хаклă тăван ял. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулсан та, пурăнсан та тăван ял хăй патне туртать. Çĕпĕртен, Питĕртен, Мускавран, Чулхуларан, Шупашкартан, Эстонирен, Омскран, Томскран килсе çитнĕ хăнасем. Вĕсем хушшинче — ял никĕсне хывнă çынсен ачисем, мăнукĕсем. Туслăх пире ĕмĕрех çыхăнтарса тăтăр!
1928 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Николай Гордеев мунча куçарса килнĕ. Ун хыççăн пурĕ 60 кил куçнă. Ялне чăн малтан Выселка тенĕ. Халĕ вăл Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕ.
А.ЕЖЕРГИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *