Вторник, 23 апреля

Пĕрисем тултараççĕ, теприсем тÿлеççĕ

Пĕрисем тултараççĕ, теприсем тÿлеççĕ

Кашни çыннăн килте кунсерен сахал мар ăпăр-тапăр пухăнса пырать. Ăçта каять-ши çак çÿп-çап? Шел пулин те, пăрахăçа тухнă çак япаласене çунтармаççĕ, утилизаци тăвакансене те парса ямаççĕ. Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ пухăннă ăпăр-тапăра ял урамĕ хыçĕнче, çырмара тунă çÿп-çап куписене пăрахса хăварма пăхать. Вĕсем пысăках мар, анчах та йышлă. Çапла майпа çын хăй тата ачисем пурăнакан вырăнти çутçанталăка варалать мар-и вара? Çав вăхăтрах вара килти ăпăр-тапăра çÿп-çап турттаракан автомашинăсем çине тиесе яракансем те пур. Ку, паллах, тÿлевлĕ. Çакăнтан тирпейлĕх пуçланать мар-и? Районти ял тăрăхĕсенче килрен ăпăр-тапăр пуçтарса çÿрессине йăлана кĕртес тесе сахал мар ĕçлеççĕ. Сăмахран, Комсомольскинче уйрăм çуртсенче пурăнакансенчен «Полигон» ООО икĕ эрнере пĕр хутчен ăпăр-тапăр пуçтарать. Вĕсем пĕр михĕшĕн 40 тенкĕ тÿлеççĕ. Çакна ятарлă килĕшÿ çырса алă пуснă. Çав вăхăтрах вара Комсомольскинчи нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи ăпăр-тапăр контейнерĕсем тулса кайнине курма çав тери килĕшÿсĕр. Юлашки вăхăтра вара çакăн пек ÿкерчĕк пĕр хутчен анчах мар пулчĕ. Район çыннисем хаçат редакцине те пĕрре кăна мар шăнкăравларĕç, ыйтăва уçăмлатма ыйтаççĕ.
Чăннипех те нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи контейнерсем ăпăр-тапăрпа тулса кайнине çеç мар, йĕри-тавра пĕтĕмпех йăваланса выртнине, çиллĕ çанталăкра пакет, хут вĕçнине курма никама та кăмăллă мар пулĕ. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем ăпăр-тапăра тиесе тухакан организацисене укçа-тенкине вăхăтра хывмаççĕ-ши е ютран çакăн чухлĕ кирлĕ мар илсе килсе пăрахаççĕ? Ыйтăва уçăмлатас тесе Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Юрий Митюковпа калаçрăмăр.
— «Полигон» ООО ăпăр-тапăр турттарассине кирлĕ пек пурнăçлать. Вĕсем икĕ кун сиктерсе килсе çÿреççĕ. Апла пулин те нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕсенче вырнаçтарнă контейнерсем уйрăмах канмалли кунсенче тулса каяççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Районта пурăнакансем çÿп-çап пуçтарма вĕренсе те, хăнăхса та çитеймеççĕ. Укçа- тенкĕ тÿлес килменни чăрмав кÿрет. Ялсенче пурăнакансем асăннă контейнерсене 5—10 михĕ таран ăпăр-тапăр килсе пăрахаççĕ. Çапла вара контейнерсем тулаççĕ те. Кун пек çăмăлрах вĕт. Пур ăпăр-тапăр турттарса кăларнăшăн вара нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем тÿлеççĕ. Хăйсемшĕн çеç мар, район çыннисемшĕн те. Пухăннă, йăваланакан «мусора» вăхăтра турттарса кăлармаççĕ тесе айăпне вара пирĕнте шыраççĕ. Айăплине шырамалла мар, чи малтан тирпейлеме хăнăхмалла. Çавăнпа та пĕр-пĕрне хисеплер, килти ăпăр-тапăра ют çĕре килсе пăрахар мар, ăна килтенех тиесе ярар! Ун чухне вара пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланĕ, — терĕ Юрий Николаевич.
Чăннипех те çапла. Вăрттăн килсе контейнерсене михĕсемпе тултарса хуни килĕшÿсĕр. Кашнине тупса палăртса явап тыттарма май çук, паллах. Ăна пурнăçлама е хуралçă, е видеокамера лартма тивĕ. Вĕсем çине укçа-тенкĕ тăкаклама кирлех-ши;..
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *