Вторник, 15 октября

Вĕренме йыхравлатпăр

Çамрăк аннесем пепкисемпе декрет отпускĕнче ларнă вăхăтра ĕçри лару-тăру ылмашăнма е урăх професси алла илес кăмăл çуралма пултарать. Çакна кура районти ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсем валли професси пĕлĕвне тарăнлатма е çĕнĕ профессие вĕренме май туса парать. Енчен те сирĕн ача 1,6 çула çитнĕ пулсан вĕренме май пур.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çак документсемпе пымалла: заявлени, паспорт, вĕренни çинчен калакан документ, професси пĕлĕвне çирĕплетекен документсем /пур пулсан/, ача çуралнине /е усрава илнине/ ĕнентерекен свидетельствăн копийĕ. Çамрăк аннесене тÿлевсĕрех вĕрентетпĕр, стипенди тÿлетпĕр.
Çак специальноçсемпе вĕренме ушкăнсем пуçтаратпăр: «Чĕрне сервисĕн специалисчĕ. Чĕрне тăвакан мастер» /Шупашкарта 2 уйăх вĕренмелле/, «АСБУ 1С:Предприяти операторĕ» /дистанци мелĕпе 1 уйăх вĕренмелле/.  Тĕплĕнрех  пĕлме  центра  пымалла     /Завод урамĕ, 29-мĕш çурт/ е 8/83539/5-13-79 телефонпа шăнкăравламалла.
Е. ЖУКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *