Воскресенье, 6 октября

Васильвка /Йăпăлти/ – 90 çулта

Васильвка /Йăпăлти/ – 90 çулта

1928 çул. Урмаел патĕнчи «Йăпăлти» ялĕнчен пĕр йыш хресченсем хальхи Васильевка ял çывăхне çĕр пăхма килнĕ. Вĕсене терчĕ-нушийĕ илсе çитернĕ кунта. Урмаел тутарĕсемпе пĕр чĕлхе тупайманран, Йăпăлти чăвашĕсем урăх çĕре куçма шутланă. Чăн малтан çĕнĕ вырăна Василий Яковлевич Яковлев çемйи куçса килнĕ.
Коллективизаци вăхăчĕ пулнă. Васильевка ялĕ çывăхĕнчи çĕрсем Тукай Мишерсен тата Комсомольскисен пулнă. Яковлевсем хыççăн хуçалăха тата 7 кил куçса килнĕ. Колхоз йĕркелесе ярас шутпа пуху ирттернĕ. Пухура пĕр шухăшлă пулса колхоза «Карл Маркс» ятне панă, председатель пулма Василий Яковлевич Яковлева шаннă. Василий Яковлев колхоз счетовочĕн, кладовщикĕн, ферма пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Колхозра ĕне, сысна, чăх-чĕп, лаша фермисем пулнă. Ака-суха ĕçĕсене лашасемпе, вăкăрсемпе пурнăçланă.
Сергей Федорович Федоров çемйи октябрь уйăхĕн вĕçĕнче куçса килнĕ. Каярахпа Филипп тата Владимир Тихоновсем çемйисемпе тата 14 кил çĕнĕ вырăнта тĕпленнĕ. Хресченсене пĕр ыйту канăç паман — ял ятне парасси. Пухура пурте пĕр саслăн пулса яла Василий Яковлевич Яковлев ячĕпе Васильевка ят параççĕ.
1941 çулта хаяр тăшман Совет Союзĕ çине вăрçăпа тапăнса кĕрет. Вăйпитти арçынсем çапăçу хирне тухса кайнă. 1951 çулта, виçĕ ял пĕрлешсен, колхоз Хрущев ячĕпе хисепленме тытăнать. Председателе Юлий Петрович Антонова çирĕплетеççĕ. Çав çулхинех хĕлле отчетлă пуху хыççăн Прокопий Тихонович Федорова колхоза ертсе пыма сĕнеççĕ. 1954 çулта Николай Михайлович Виссарионова колхоза ертсе пыма шанаççĕ. 1956 çулта Сергей Кириллович Совин колхоз тилхепине тытать. 1962 çулта хуçалăха Комсомольскинчи Ленин ячĕллĕ колхозпа пĕрлештереççĕ.
Васильевка ялĕнче пурăнакансем пĕр вăхăт сахалланса юлнăччĕ. Халĕ вара хупăннă çуртсем вырăнне çĕнĕрен капмар та илемлĕ çуртсем ÿссе ларчĕç. Кунта тирпей-илем хуçаланни ял çыннисене савăнтарать. Туслăн, килĕштерсе, пĕр çемьери пек пурăнаççĕ Васильевкăсем.
Т.ВОЛКОВА,
Дубовка ял библиотекарĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *