Анат тата Тури Тимĕрчкассисен почта ещĕкĕсем пушă мар

Анат тата Тури Тимĕрчкассисен почта ещĕкĕсем пушă мар

Вулакан кăмăлĕ — тĕп вырăнта
«Хаçат вулакан валли тухать, пичет кăларăмне унăн шухăшне тĕпе хурса хатĕрлетпĕр», — тетпĕр «Каçал ен» хаçатра тăрăшакансем. Ăна халăх патне илсе çитерекенĕ вара — почтальон. Компьютеризаци самани унăн ĕçне паян самаях йывăрлатрĕ, кăткăс техникăпа çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултарнă çамрăксем виртуаллă уçлăхра «çÿреççĕ», хăйсемшĕн пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсене унта шыраççĕ. Кирлĕ-тĕк, электронлă кĕнеке е Интернет урлă çырăннă кăларăмсене вулаççĕ. Çакнашкал лару-тăрура хаçат-журнал сарас енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма, çĕнĕ мелсем шырама тивет. Анат Тимĕрчкасси çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракансем самана таппине туйса тăраççĕ. Елена Геннадьевна Яковлева пуçаруллă ертсе пынипе вулакан кăмăлне каймалли майсене анлăлатсах пыраççĕ. Пенси, сусăрсен уйăхри тÿлевĕн укçине валеçеççĕ-и е куллен кирлĕ тавара саккаспа илсе пыраççĕ-и — çынсемпе яланах тимлĕ пулма тăрăшаççĕ. Кăмăла кура кăмăл тенĕ евĕр, кун пек чухне почтальон патне кашниех чунпа туртăнать, унăн сĕнÿ-канашне ăша хывать. Çакă, паллах, çырăнтарăва та ырă витĕм кÿрет. Акă, сăмахран, «Каçал ен» хаçата ку тăрăхра 168 кил илсе тăрать. Хаçата çамрăксем те, çулланнисем те юратса вулаççĕ. Кун пирки почтальонсем те çирĕплетеççĕ.
Туслă йышра ĕç ăнать
Коллектив ĕçне кал-кал йĕркелесе тăрасси хаçат-журнал валеçессинчен чылай кăткăсрах, яваплăрах, хăвăншăн кăна мар, ыттисемшĕн те тăрăшмалла, умри тĕллевсене пĕрлехи вăйпа пурнăçламалла. Производство кăтартăвĕсене лайăхлатнисĕр пуçне пурлăх никĕсне тытса тăмалла.
Асăннă тытăма та пурнăç çĕнĕ варкăш илсе килнĕ, кăтарту-пĕтĕмлетĕве ĕлĕкхилле шутлав хатĕрĕпе усă курса палăртмаççĕ — компьютер умне ларса йĕркелеççĕ. Унăн вăрттăнлăхне Елена Геннадьевна çăмăллăнах алла илнĕ, малтанах тĕрлĕ курс-сене çÿренĕ, каярахпа хăй тĕллĕн тишкернĕ.
Халĕ вăл ертсе пыракан çыхăну уйрăмĕ — кăткăс технологисене ăнăçлă пурнăçа кĕртекенсенчен пĕри. Посылкăна е çырăва, ытти пулăшăва адресат патне хăвăртрах çитермелли, укçа-тенкĕ куçармалли программăсенчи çĕнĕлĕхсене кĕске хушăрах парăнтараççĕ кунта. Пĕтĕмлетсе каласан, почта ĕçĕ-хĕлĕ хальхи вăхăтра мĕн пуçласа вĕçне çитеричченех компьютерпа çыхăннă, тĕрлĕ отчет, поручени, пĕтĕмлетÿ…
Коллективра пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлени тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама май парать. Виççĕн тăрăшаççĕ вĕсем.
«Пурте маттур. Татьяна Романовăпа Татьяна Земскова тĕслĕхрен, кăçал çырăнтару кампанийĕнче уйрăмах маттур ĕçленĕ. Татьяна Алексеевна район хаçатне чи нумай çырăнтараканни пулнă. Ăна пурте кĕтсе тăраççĕ, шанчăклăхĕ килĕшет халăха», — тет çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Татьяна Романова Анат Тимĕрчкассинче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет.
— Ман участокра пурăнакан кашни çемье хаçат çырăнса илет. Пĕр экземпляр çеç мар, 4—5 çырăнаканни те пур, —тет Татьяна Алексеевна. Вăл шаннă ĕçре виççĕмĕш çул çеç пулин те ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тахçанах тупнă. Вĕсене яланах пулăшать, кирлĕ таварпа та вăхăтра тивĕçтерет.
«Эпĕ халăхпа хутшăнма юратнăран, почтальон сумкине тултарса çула тухатăп. Хăш-пĕр чухне ĕçлеме мар, çынсемпе калаçма, курма тухнăн туятăп. Ялти хыпар-хăнара пĕлсе тăратăп. Çырăнтару вăхăтĕнче кашнинпе тĕл пулни паха. Хаçат-журнала йÿнĕрех хакпа çырăнтармалли вунă кунлăхра ĕç аван каять. Аслăрах çулхисем район хаçатне хаваспах çырăнаççĕ. Кашни страницине вулама кăмăллаççĕ. Çамрăксем те хаçатсăр юлмаççĕ, вырăсла кăларăмсене ытларах çырăнаççĕ. Ача-пăча валли «Тетте», «Тантăш» çырăнса параççĕ. Пирĕн тăрăхра хаçат çырăнмастпăр текенсем çук. Кашни килех хаçат-журнал çитеретпĕр, — тет ĕçĕпе паллаштарса Татьяна Земскова почтальон. Вăл Тури Тимĕрчкассинче пурăнакансен кăмăлне туллин тивĕçтерес тесе куллен ĕçе васкать. Почтальонсем кашнинпе тĕл пулма тăрăшаççĕ пулин те, Елена Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх, почта уйрăмĕнчен çын татăлмасть. Çакна хам та курса тĕлĕнтĕм. Акă, пĕри тĕрлĕ хаçат-журнал, кĕнеке туянма килнĕ, тепри кредит тÿлесшĕн, виççĕмĕшĕ газ, электроэнергишĕн укçа-тенкĕ хывасшăн. Ыттисем вара посылка яма, тĕрлĕ тавар туянма килсе çÿреççĕ.
— Почта уйрăмĕнче чăннипех те маттур çынсем ĕçлеççĕ. Кашни ыйту çине тĕплĕн хуравлаççĕ, ăнлантарса параççĕ, сĕнеççĕ. Вĕсен ĕçĕпе çав тери кăмăллă эпир, — тет Илья Васильевич Плешков.
Анат Тимĕрчкасси почта уйрăмĕнче чăннипех те маттур çынсем ĕçлеççĕ иккен. Килен-каянсем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕрре кăна мар çирĕплетрĕç. Сирĕн ĕçĕр яланах çапла ăнса пытăр!
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *