Асăрханăр, сăвăс!

Асăрханăр, сăвăс!

Сăвăссем çынсене, уйрăмах ачасене, канăç памаççĕ. Çак хурт-кăпшанкă пире хура кĕркуннечченех нушалантарĕ-ха. Инкеке сирмелли мелсемпе паянхи кăларăмра районти тĕп больница тухтăрĕ Надежда Михайлова инфекционист паллаштарать.
— Асăннă кăпшанкăран чылай чухне ял çыннисем нуша ытларах кураççĕ тенипе килĕшмен пулăттăм. Хулара пурăнакансем те унăн серепине сахал мар лекеççĕ. Уйрăмах сад-пахчана тухса çÿрекенсене асăрхануллă пулма сĕннĕ пулăттăм. Сăвăспа кĕрешме çурхи ĕçсем вăхăтĕнчех пуçламалла, улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене çĕртен 50 сантиметр хăварса иртмелле тата вĕсене çуртăн стенисемпе сĕртĕнмелле мар майлаштармалла. Кун пек чухне вĕсем стена тăрăх хăпарса пÿрте кĕреймеççĕ. Тĕрĕссипе, сăвăс вĕçме пултараймасть, ăна çын е чĕрчун çумне çакланса лармашкăн çÿллĕрех вырăн кирлине тата хĕвел ăшшине килĕштерменнине тĕпе хурса курăка çăвĕпех çулса тăмалла. Сăвăс инсектицид-курăка — Перси, Кавказ е Далмат шур чечекне, пилеш курăкне, кушак пĕтнĕкне, лавандăна, розмарина, шалфея, чабреца, гвоздикăна, хĕрлĕ геране, ыхрана юратмасть — çавăнпа та асăннă курăксене пахчара ÿстерме тăрăшмалла, вĕсен шĕвекĕпе лаптăка уйăхра пĕр хут пĕрĕхтермелле. Патака яваланă куçлă пусмаран хатĕрленĕ ал шăллипе курăк-чечеке сăтăрсан кăпшанкă унта пухăнма тытăнать. Вĕсем ирхи-каçхи вăхăтра уйрăмах пуçаруллă. Сăвăса ÿт шăрши тата унăн ăшши илĕртет. Çакна шута илсе «ухутана» тухас умĕн татăка алăра кăштах тытмалла. «Капкăна» çакланнă кăпшанкăна çунтарса ямалла.
Асра тытăр, сăвăс дачăран киле илсе пынă чечек çыххинче пытанма пултарать.
Унăн вирусĕ сăвăс энцефаличĕ тата боррелиоз тĕлĕшĕнчен тăнăçсăр шутланакан çĕрте çÿрекен ĕне-качака сĕтне лекес хăрушлăх пур, çавăнпа ăна вĕретсе ĕçмелле.
Сăвăс пуçаруллă пулнă тапхăрта курăк çине ларма-выртма юрамасть.
Инкеке сирекен шанчăклă мел — энцефалитран прививка тутарни. Иммунизациленĕ хыççăн организма çирĕплетме икĕ эрне ытла кирлĕ. Боррелиозран хăтаракан вакцина вара çук, çавăнпа та çак чире антибиотикпа сиплеççĕ.
Хăвăрăн та сыхă пулмалла, пуçа куртка çумне тачă çĕлесе хунă капюшонпа хупламалла, çутă тĕслĕ тата вăрăм çанăллă тум тăхăнмалла. Кĕпе вĕçне шăлавар ăшне чикмелле, шăлавар вĕçне — çирĕп резинкăллă нуские. Унсăр пуçне кăпшанкăна сирекен спрейпе усă курмалла.
Хваттере е пÿрте кĕриччен хывнă тума, ытти япалана тата пĕрле пулнă йытă-кушака сăтăрçă çыпçăнни-лекнине тĕплĕн тĕрĕслемелле. Чĕрчуна ертнĕ сăвăса перчеткепе иртсе сиен-сĕрлетмелле.
Эпидемиологсем çирĕплетнĕ тăрăх, юлашки вăхăтра сăвăссем пуçарулăха тăватă-пилĕк çулта пĕр хут кăна кăтартнă. Халĕ вара пĕтĕмпех вырăнти условирен килет, çанталăк мĕнле пулассине çирĕплетме кансĕр.
Ÿте кĕрсе ларнă сăвăса кăларас умĕн айăплă вырăна тип çу сĕрме, сывлав çулĕ пÿлĕннипе хăех тухать теççĕ пулин те, серепене çаклансан тухтăр патне çул тытмалла. Кăпшанкăна çара алăпа туртса кăларма юрамасть тата унран хăтăлнă хыççăн сă-тăрçа сывлăш кĕрекен ятарлă савăта вырнаçтарса медицина учрежденине тĕрĕслеттерме илсе каймалла — инфекциллĕ пуласси сисчĕвлентерет. Енчен те çын прививка тутарман пулсан тата сăвăсра энцефалитет вирусне тупсан 72 сехет иртиччен иммуноглобулинпа укол тумалла, чир-чĕр тупмасан та антибиотикпа сипленмелле.
Специалистсен шухăшĕпе çапах та, хÿтлĕхĕн чи шанчăклă мелĕ — прививка. Ăна 3 хут тутармалла, пĕрремĕшне — кĕркунне, иккĕмĕшне — çуркунне, виççĕмĕшне — тепĕр çулталăкран. Малтанхине сиктерсен çуркунне иккĕ тан тутарма юрать. Паллах, пĕр харăс мар ĕнтĕ, пĕрремĕшĕ хыççăн теприне — уйăх иртсен тата сăвăс вăй иличчен 2—3 эрне маларах. Вакцинацие вĕçленмен схемăпа пурнăçланине пăхмасăр иммунитет çав-çавах тĕрекленет.
Прививкăна виçĕ çултан тепĕр хут ирттермелле.
Асăрхануллă пулăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *