Понедельник, 27 мая

Ыйтусене сÿтсе явма пулать

Ыйтусене сÿтсе явма пулать

Кăçалхи иккĕмĕш кварталта район администрацине граждансем 121 хут çырупа тухнă. Вĕсене пурне те палăртнă вăхăтра хурав панă. Халь 12-шне шăпах пăхса тухаççĕ. Çÿлерех тăракан организацисем урлă район администрацине 16 хутчен çырупа тухнă.
Районта Пĕрлехи информаци кунĕсенче халăхпа тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — районта пурăнакансене пулса иртекен политикăллă, обществăллă, экономикăллă тата социаллă улшăнусемпе паллаштарасси. Пур тĕлпулăва та район администрацийĕн уйрăмĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăнаççĕ.
Кашни тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнать. Иккĕмĕш кварталта 28 çын унпа тĕл пулса хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă.
Район сайтĕнчен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *