Усал шыçă – хăрушă чир

Чăваш Енре, пĕтĕм тĕнчери пекех, онкологи чирĕсемпе кĕрешесси — питĕ çивĕч ыйту. Паянхи кун усал шыçă республикăри çынсем вилнин сăлтавĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта тăрать.
Онкологипе чирлессине пăхсан Чăваш Республики пĕчĕк кăтартусемлĕ регионсен йышне кĕрет. Апла пулин те, ку чирпе чирлесси палăрмаллах ÿсет: 2016 çулта — 321,3 чирлĕ çын 100 пин çын çине пулнă, 2017 çулта — 348,7 /Раççейĕпе вăтам кăтарту 2017 çулта — 408,6/.
Усал шыçăпа тин чирленисене тупса палăртнин шучĕ ÿсни çĕнĕ йышши диагностика хатĕрĕсемпе анлăн усă курнипе çыхăннă. Вĕсем онкологи чирĕсене вăхăтра тупса палăртма пулăшаççĕ, вăхăта сая ямасăр сиплеве пуçлама май параççĕ. Кăçалхи çур çулта усал шыççа 1 тата 2 стадисенче тупса палăртасси 55,7 процентпа танлашнă.
Пирĕн республикăра онкологипе чирлекенсен пилĕк тата ытларах çул пурăнаслăхĕ пĕтĕм Раççейрипе танлаштарсан пысăкрах. Кăçалхи 6 уйăхра ку кăтарту 0,2 процент ÿснĕ, 59,6 процентпа танлашнă. Çакă вăл 826 çын чирпе ăнăçлăн кĕрешнине çирĕплетет.
Усал шыçă — хăрушă чир. Унпа кĕрешессинче çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тата технологисемпе усă курни, пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕçлени çынсен пурнăçне çăласса шанас килет.
Н.КАЛАШНИКОВА
хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *