Чире пĕрлехи вăйпа сирмелле

Чире пĕрлехи вăйпа сирмелле

Иртнĕ эрнере Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Çĕрпÿ районĕсенче чăх-чĕп грипĕ сарăлни пирки выльăх чирĕсемпе кĕрешекен ятарлă ларусем иртрĕç. Июлĕн 18-мĕшĕ тĕлне вара тата Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче те чире тупса палăртнă.
Районти Элпуç ял тăрăхĕнчи Хирти Явăш ялĕнче чăх-чĕпсем чире пула вилнĕрен ялта ятарлă тĕрĕслев посчĕсем тата дизбарьерсем çийĕнчех йĕркелерĕç. Унпа пĕрлех чĕпсем вилнĕ хуçалăхсенче хуралтăсемпе сарайсене чăн малтан дезинфекциленĕ, вилнĕ чĕпсене мĕнпур йĕркене пăхăнса тĕп тунă.
Паянхи куна Хирти Явăш ялне пĕтĕмпех карантина хупнă. Чир-чĕре сарăлма парас мар тесе 53 хуçалăхри мĕнпур чăх-чĕпе пуçтарса илнĕ, вĕсене çунтарса утилизациленĕ. Кайăк-кĕшĕкшĕн укçа-тенке республика бюджетĕнчен пĕтĕмпех саплаштараççĕ. Хăрушлăх кăларса тăратакан зона чикки 5 çухрăм шутланать. Çавăнпа та таврари ялсенче пурăнакансен çав тери тимлĕ пулмалла. Çак ялсенчен кайăк-кĕшĕке илсе тухмаççĕ, чăх-чĕпсене тĕрĕслесе тăраççĕ. Районта вара чăх-чĕп сутассине, ăна илсе тухассине е илсе кĕрессине пĕтĕмпех чарнă. Чир-чĕр аталанăвне пайăрлатас тĕллевпе республикăра кайăк-кĕшĕкпе сутă тăвакансен чăх-чĕпĕсене те сăнасах, мониторинг ирттерсех тăраççĕ, — терĕ районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Сергей Васильев лару-тăрăва уçăмлатса.
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code