Пятница, 19 апреля

Ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ

Ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ

Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашниех хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕршывне яланах асра тытать. Çĕр-аннемĕрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ ентешсем хăйсем çуралса ÿснĕ, çарран чупса ÿснĕ тăрăхшăн, чăн та, тунсăхлаççĕ. Çавна май пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан уява вĕсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ Сĕнтĕрсен чи кĕтнĕ уявĕ — Питрав. Кăçал вĕсем Питрава тата Çĕнĕ Сĕнтĕр 90 çул тултарнине анлăн паллă турĕç.
Çĕнĕ Сĕнтĕр — сип-симĕс йывăçсен ытамĕнче «тĕлĕрекен» ялсенчен пĕри. Кунтах, авă, çÿтă кÿлĕ ялтăртатать. Сарлака урамăн икĕ енĕпе те йăмрасем кашласа ÿсеççĕ. Часах, авă, инçетрен купăс сасси илтĕнчĕ. Ялта пурăнакансем, кунта çуралса ÿснĕ, анчах та хальхи вăхăтра урăх çĕрте тĕпленнисем, курма килнĕ хăнасем вăйă картине тăрса анаталла юрă шăрантарса аннăçем, кăмăл-туйăм татах та уçăлчĕ. Çепĕç кĕвĕ пурне те вăйă картине тăма хистерĕ. Куракансем пирки калас пулсан, вĕсем чăваш халăх юррисене хаваспах итлерĕç, çулăмлă ташшисене те ытараймасăр сăнарĕç.
Ял халăхĕ уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кунта ача-пăча валли савăнма батутсемпе аттракционсем вырнаçтарнă. Хăна çурчĕсем те питĕ пуян Çĕнĕ Сĕнтĕрсен: тăварланă кăмпапа юнашарах шăрттан вырнаçнă. Варенипе компот, шашлăк, ытти юр-вар та кунта хăйсен вырăнĕсене тупнă. Вуникĕ кăшăллă пичкери пыллă сăри кăпăкланса тăрать… Ир-ирех килсе çитнĕ сутуçăсем хăйсен таварĕсене туянма сĕнеççĕ.
Уявра ал ăстисен куравне те йĕркеленĕ. Хăна çурчĕсене тĕрленĕ кавирсемпе, алшăллисемпе илемлетнĕ. Унта ал ĕç ăстисен ытти япалисем те чылай: оригами мелĕпе ăсталанă шап-шурă мăшăр акăш, чечек вазисем, бисертан хатĕрленĕ чечексем…
Уява килнĕ сумлă хăнасене — район администрацийĕн пуçлăхне Александр Осипова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Петр Краснова, чăваш халăх поэтне Валери Туркая, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхне Любовь Поляковăна, Луцки салинчи Турă Амăшĕн чиркĕвĕн настоятельне Сергий Скворцов иерее, «Искра» колхоз председательне Александр Зайцева — çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Вĕсем пухăннисене уявпа саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
— Ял кунĕ вăл — пуриншĕн те паллă кун. Сирĕн хуçалăх та маттур ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри. Кăçал, уяв умĕн, автоçула тĕпрен çĕнетме пултартăмăр. Ку сирĕншĕн чи пысăк парне пулчĕ пулĕ тесе шутлатăп, — терĕ Александр Николаевич пухăннисене уявпа саламланă май.
«Родина» фермер хуçалăхĕн ертÿçи Анатолий Потемкин хуçалăхри маттур ĕçченсене, механизаторсемпе пăру пăхакансене: Андрей Баранова, Анатолий Филиппова, Светлана Тарасовăна, Мария Барановăна Дипломсем тата асăнмалăх парнесем парса чысларĕ. Хастарскерсене район администрацийĕн пуçлăхĕ те Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕ.
Кирек мĕнле уяв та спорт ăмăртăвĕсемсĕр, тĕрлĕ хаваслă конкурссемсĕр иртмест. Кунта та çаплах пулчĕ. Уявра тĕрлĕ енлĕ тупăшу та пулчĕ: канат туртрĕç, алă вăйĕ виçрĕç, михĕпе «çапăçрĕç»…
Уява малалла тăсакансем Çĕнĕ Сĕнтĕрпе Александровка культура çур-чĕсем çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем пулчĕç. Капăр тумланнă çынсем уяв сăн-сăпатне пуянлатрĕç кăна. Кÿршĕ ялсенчен килсе çитнĕ хăнасем те чунтан савăнчĕç çав каç. Уяв концерчĕн программи анлă та пуян пулчĕ. Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисем ял çыннисен кăмăлĕсене савăк юрăсемпе çĕклерĕç. Пурте пĕрле пухăнса чылайччен савăнчĕç çак каç. Çапла, Çĕнĕ Сĕнтĕрсем питĕ маттурсем. Вĕсем ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ.
Ял кунĕ халăха питĕ килĕшрĕ. Савăнăçлă уяв дискотекăпа вĕçленчĕ.

А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *