Шупашкар хĕрача Артека каять

Шупашкар хĕрача Артека каять

Шупашкар хĕрачи Артека кайма путевка çĕнсе илнĕ. Раççейĕн 25 регионĕнчи 49 ачапа пĕрле вăл пĕрремĕш ача-пăча почтин ĕçченĕ пулĕ.
Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекен Жанна Александрова Раççей почти ирттернĕ «ПостОпочте» конкурса хутшăнса почта мĕнле ĕçленине хаçатра ÿкерсе кăтартнă. Çак тата «Почта, ман Артека каяс килет!» конкурссен çĕнтерÿçисемпе пĕрле Жанна Артекра почта комиссарĕнче ĕçлĕ. Вăл августăн 7-мĕшĕнче пуçланакан 9-мĕш сменăра ача-пăча центрĕнчи пĕрремĕш почта ĕçченĕ пулĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *