Уй-хирте

Уй-хирте

Июлĕн 17-мĕшĕ тĕлне колхозсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсем нумай çул ÿсекен курăксене çулса пĕтернĕ. Аграрисем выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе тимлеççĕ. Асăннă кун тĕлне районта пурĕ 6936 тонна утă хатĕрленĕ. Ку вăл — палăртнин 65 проценчĕ. Утă янтăлас енĕпе «Урожай» колхоз /395 тонна/, «Труд» ЯХПК /390 тонна/, Атласкинăн фермер хуçалăхĕ /380 тонна/ аван ĕлкĕрнĕ.
Сенаж чĕлхесĕр янаварсемшĕн витаминлă апат шутланать. Ăна районĕпе пурĕ 10787 тонна е 52 процент янтăланă. Ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсен йышне «Асаново» ЯХПКна /1800 тонна/, «Урожай» колхоза /1550 тонна/ кĕртмелле.
Хĕл хырăмне тутă тытма хатĕрленнипе пĕрлех районта кĕрхи культурăсем валли çĕр хатĕрлес ĕç те малаллах пырать. Хальлĕхе 1517 гектар çĕр хатĕр те.
В.НИКИФОРОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *