Налук органĕсем 2017 çулшăн налуксене тÿлемелли çинчен калакан хутсене яма пуçланă. Çитес виçĕ уйăхра çакăн пек пĕлтерÿсене граждансене почтăпа ярса парĕç е вĕсен «Налук тÿлекенĕн харпăр хăй кабинетне» вырнаçтарĕç. Хутсене çĕр участокĕсен, капиталлă çурт-йĕр объекчĕсен, транспорт хатĕрĕсен хуçисем илĕç.
Налук службин сайтĕнче «Налоговое уведомление 2018» çĕнĕ промо-страница уçăлнă. Унта налуксемпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатнă, çурт-йĕр налукĕсен ыйтăвĕсене видеороликсенче ăнлантарнă.
Страницăпа усă курса налук çинчен пĕлтернисемпе çыхăннă ыйту çине те налук органĕсенчен хурав илме пулать.
Асăннă налука кăçалхи декабрĕн 3-мĕшĕччен тÿлесе татмалла.
В.ОСИПОВ.