Понедельник, 14 октября

Марафона тÿпе хывар!

Марафона тÿпе хывар!

Чăваш Республикинче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Унăн тĕллевĕ — ачалăха хÿтĕлесси, сусăр, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене пулăшасси, ачалăхпа çыхăннă ырă кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухасси. Вăл пин-пин çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унăн пухмачĕ кунсерен пуянланать.
Марафон хăйĕн пĕлтерĕшне çулсерен ÿстерет çеç мар, ырă ĕç тăвакансен йышĕ те çулленех ÿсет. Организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, влаç органĕсен ĕçченĕсем, пенсионерсем, шкулсемпе ача сачĕсем пурте ыр кăмăлăх пÿлмине тултарма тÿпе хываççĕ. Июлĕн 13-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакансем 204011,30 тенкĕ укçа хывнă. Унăн пухмачĕ малашне кунсерен ÿссе пырассинче иккĕленÿ çук. Эсир, хисеплĕ вулакансем, хăвăрăн тÿпене хывма манман-и? 
Тĕрĕссипе, пухмача кам мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывни мар, çул çитмен ачасен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшши хĕрхенменни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та марафона укçа-тенкĕ хывма ан манăр, ырă туни ырăпа таврăнать.
Реквизитсем: Получатель, ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».
ИНН 2128005408, КПП213001001
Расчетный счет 40703810075220160067
В Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары.
БИК 049706609, к/с 30101810300000000609.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *