Кăçалхи 6 уйăхра районти ЗАГС уйрăмĕ 81 пепке çут тĕнчене килнине регистрациленĕ, çав шутра 44 арçын ача тата 37 хĕрача. Арçын ачасем хушшинче анлă сарăлнă ятсем — Амир, Богдан, Василий, Глеб, Кирилл тата Самир. Хĕр пĕрчисене вара Анна, Азалия, Ева, Елизавета, Сафина ят хуракансем чылайăн пулнă. 11 ачана качча кайман амăшĕсем çуратнă.
Çур çулта 38 çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Шел пулин те, 19 çемье арканнă. 12 ачан ашшĕ камне палăртнă. Ята улăштарасси çинчен 8 акт çырнă.
Пурнăçран уйрăлакансен шучĕ пысăк пулни те пăшăрхантарать. 6 уйăхра 184 çын вилнĕ, вĕсенчен 111 арçын тата 73 хĕрарăм. Арçынсен вăтам пурнăç тăршшĕ 68 çулпа, хĕрарăмсен 81 çулпа танлашнă.
О. ФЕДОТОВА.