Понедельник, 9 декабря

Ачасем чÿречерен ÿкеççĕ

Ачасем чÿречерен ÿкеççĕ

Çуллахи вăхăтра уçă е çăмăллăнах уçăлакан чÿречесем ачасемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ачасем хăйсемех чÿрече янахĕ çине хăпарса кайса москит сетки çине тайăнса чÿречерен тухса ÿкнĕ тĕслĕхсем чылай. Аслисем сăнаса çитерейменни, сĕтел-пукана чÿрече çывăхне вырнаçтарни, чÿрече çинче ятарлă питĕрекен хатĕр çукки инкек патне илсе çитереççĕ.
Кăçал ачасем çÿллĕ вырăнтан ÿкнĕ 19 тĕслĕхе палăртнă. Телее, вĕсем пурте сывă юлнă. Тĕслĕхрен, июлĕн 11-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче çулталăкри хĕрача чÿречен москит сетки çине тайăнса иккĕмĕш хутран тухса ÿкнĕ. Йĕпреç районĕнче вара пĕрремĕш хутран 7-ри арçын ача ÿкнĕ. Вĕсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ панă.
РФ СК Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ пурне те пÿлĕмсене уçăлтарнă чухне асăрхануллă пулмаллине, ачасене сăнасах тăмаллине, сĕтел-пукана уçă чÿречесем çывăхне лартмалла маррине аса илтерет. Чÿречесем çине ятарлă питĕрекен хатĕрсем лартсан аван. Тимлĕ пулăр, ачасем инкеке ан лекчĕр.
А.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *