Понедельник, 14 октября

Агрофирмăн ĕçĕпе паллашма кăмăллă

Агрофирмăн ĕçĕпе паллашма кăмăллă

Июлĕн 13-мĕшĕнче районти «Слава картофелю» агрофирма никĕсĕ çинче иртнĕ Çĕрулми кунне республикăран тата Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен килнĕ хăнасем, агрофирмăн шанăçлă ĕçтешĕсем, çавăн пекех районти «иккĕмĕш çăкăрпа» ĕçлекен хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Вĕсем çĕрулми туса илес опытпа паллашрĕç, çав вăхăтрах, вăл çитĕнекен уйсене курса çаврăннăçем, унти тасалăхпа типтерлĕхе курса тĕлĕнчĕç.
— Çанталăк парсан тепĕр икĕ эрнерен çĕнĕ çĕрулмине кăларма тытăнăпăр, — терĕ «Слава картофелю» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин пухăннисене вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май.
Сăмах май, вĕсем «иккĕмĕш çăкăра» 770 гектар çинче çитĕнтереççĕ. Иртнине аса илес пулсан, агрофирма пĕрремĕш утăмĕсене арендăна илнĕ 35 гектар лаптăк çинче 2001 çулта пуçланă. Паянхи кун хуçалăх «ÿссе çитĕннĕ» — вăл республикăри виçĕ район çĕрĕ çинчи тăватă ял хуçалăх предприятийĕн «пуçĕ» шутланать. «Слава картофелю», «Слава картофелю-Канаш», «Комсомольские овощи» тата «Слава картофелю-Яльчики» предприятисем вăрлăхлăх тата сутлăх çĕрулми туса илнипе пĕрлех тĕштырă та çитĕнтереççĕ.
Чăн малтанах пурте пĕрле Канаш районне çул тытрăмăр. Сиккасси ялĕ çумĕнче вырнаçнă лаптăка агрофирмăн чи таса çĕр лаптăкĕ тесен те йăнăш пулас çук. 50 сотăй лаптăк çинче 12 теплица вырнаçтарнă. Унта çитĕнекен Гулливер, Ред Скарлетт сортлă çĕрулмине пусă шывĕпе анчах шăвараççĕ.
— Кунта эпир пробиркăра çитĕннĕ калчасене лартнă. Вĕсенчен каярах пĕчĕк çĕрулми çитĕнĕ. Эпир калчасене çав тери тимлĕ çитĕнтеретпĕр, чир-чĕр ан ертĕр тесе чылай ĕç туса ирттеретпĕр. Теплицăсене, ÿсен-тăрана тĕрлĕрен вируссемпе инфекци ересрен, ятарлă шĕвексемпе сапнă, тасатнă. Çавна май теплицăра ĕçлекенсем те унта ятарлă тумсемпе анчах кĕреççĕ, — каласа пачĕ Хасиятулла Идиатуллин.
Уй кунĕн иккĕмĕш чарăнăвĕ Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырмапа Кÿлпуç ялĕсен уйĕсем пулчĕç. Тап-таса та тип-тикĕс йăрансем çинче элитлă вăрлăхлăх çĕрулмин Невский, Ред Скарлетт, Импала сорчĕсем çитĕнеççĕ.
— Эпир тĕрлĕ хулари наукăпа селекци институчĕсемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Вĕсем ыйтнипе çĕрулмин уйрăм сорчĕсене хамăр тăрăхра епле çитĕннине те сăнатпăр, — терĕ Рамиль Идиатуллин паллаштарса.
Тип-тикĕс йăрансем çине пăхсан чун савăнать, вĕсем çинче çитĕнекен парка туналлă хитре авăрсем кашниех е хĕрлĕ, е кĕрен, е шурă пĕркенчĕк айĕнче. Тухăçĕ те çавăн евĕрех пысăк пуласси пирки иккĕленÿ те çук.
Кивĕ Сĕнтĕр çĕрĕ çинче вырнаçнă çĕрулми уйĕнче вара эпир пынă чухне хĕрÿ ĕç пыратчĕ. Ĕçченсем çĕрулмисене тĕрĕслетчĕç, чирлисем тупăнсан вĕсене сыввисенчен уйăратчĕç.
— Коломбо сорта, тĕслĕхрен, финсенчен туянтăмăр. Çав вăхăтра Раççейре туянни те юнашарах çитĕнет. Хамăр çĕршывра çитĕнни хушшинче, темшĕн, чирлекеннисем йышлăрах. Эпир чир-чĕре аталанма парас мар тесе вĕсене уйăратпăр. Вырăсла çак ĕçе «фиточистка» теççĕ, — каласа пачĕ генеральнăй директор çумĕ Юрий Емельянов.
Çĕрулми кунне Комсомольскинчи тĕп базăра пĕтĕмлетрĕç.
— Агрофирма аталанса пынăçем йывăрлăхĕсем те тупăнса тăраççĕ. Пĕрремĕш пăшăрхантаракан çивĕч ыйту вăл — халăх ăнланманни. Вĕсем пире автоçулсене юрăхсăра кăларатăр тесе вăрçма пăхаççĕ. Апла-ши ку? Çук. Эпир чăн малтанах çынсем валли ĕç вырăнĕсем туса паратпăр. Сăмах май, агрофирмăра 200 ытла çын тăрăшать, сезон вăхăтĕнче çак йыш 250 та çитет. Çав вăхăтрах палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ: 2017 çулта эпир 29 миллион тенке яхăн налук хывнă. Унсăр пуçне, енчен те вырăнта пĕр предприяти е организаци пулмасан, ун пек ялăн пуласлăхĕ те иккĕленÿллĕ. Пирĕн тĕллев — ял хуçалăхне аталантарасси, çитĕнтерекен культурăсен тухăçне ÿстересси, çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси, — терĕ Хасиятулла Семигуллович.
Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ хăнасем малашне те «Слава картофелю» агрофирмăпах ĕçлесшĕн пулнине палăртрĕç. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесессĕн, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашсассăн аталанма татах та çăмăлрах.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *