Питрав — çу варри. Халăхсем хĕрсех утă хатĕрлеççĕ, çав вăхăтрах шÿтлесе-кулма, юрласа-ташласа савăнма та ĕлкĕреççĕ.
— Авалран килекен йăла-йĕркене пирĕн пĕлмеллех, унпа çамрăк ăрăва та паллаштармалла, — терĕç июлĕн 11-мĕшĕнче регионсем хушшинче иртнĕ «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фестивале хутшăннă тата курма килнĕ хăнасем.
Уяв халăх йăли-йĕркинчен пуçланчĕ. Чăваш тумĕллĕ яш-кĕрĕм, районти ял тăрăхĕсенчи фольклор ансамблĕсем, пурте пĕрле вăйă юррине шăрантарса район центрĕнчи кану паркне килсе çитрĕç. Кунта халăх чылайăн пуçтарăннă: ватти-вĕтти, пурте пур. Кашнийĕ вăйă курас, уявра савăнас тĕллевлĕ.
Фестивале уçма район администрацийĕн культурăпа архив, информаци уйрăмĕн начальникне Светлана Долговăпа «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн секретарьне Людмила Макаровăна шанчĕç. Вĕсем фестивале хутшăнакансене, курма килнĕ хăнасене Питравпа ăшшăн саламларĕç, конкурсантсене вара ăнăçу сунчĕç. Ĕçри тăрăшулăхпа унти çитĕнÿсемшĕн Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсен хисеплĕ те пултаруллă купăсçине, чылай юрă авторне, Янкасси ялĕн хастар яшне Павел Николаевич Иванова район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине, Чăваш наци конгресĕн Тав хутне тата Хисеп грамотине парса чысларĕç. Районти культура ĕçченĕсем те ĕçтешне сума сăваççĕ. Вĕсем те Павел Николаевича, юбилейпе саламланă май, Хисеп грамоти парса хавхалантарчĕç.
Ял тăрăхĕсенчен килнĕ фольклор ансамблĕсен юрри-ташшине курма питĕ хавас пулчĕ. Чăн та, пултарулăх коллективĕсем пурте маттур, çав вăхăтрах кашнийĕ пĕр-пĕринчен хăйевĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ.
«Чăваш фольклорĕ хăйне майлă вăл… Ун урлă халăх пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пулать. Çав вăхăтрах унта çут-çанталăка сăнлани те уççăнах палăрать. Несĕлсем кăмăл-туйăма та шута илнĕ. Унта юратупа курайманлăх, кĕвĕçÿ, пĕр-пĕрне «сутни»… Пурте пур кунта», — чăваш халăх юррисен сăмахĕсене тимлĕн итленĕ май пуçра явăнчĕ шухăш..
Фестиваль хаваслă иртрĕ. Унта хутшăннисем маттур, пултаруллă.
— «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фестиваль чăннипех те çÿллĕ шайра иртрĕ. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Владимир Павлов пуçарнă ĕç, кăçал çеç мар, кашни çулах пире вăйă картине тăратасса шанатпăр. Паян фестивале хутшăннă кашни фольклор ансамблĕ октябрь уйăхĕнче Патăрьелĕнче иртекен зонăри конкурса хутшăнма тивĕç. Мĕншĕн тесен сирĕн ăсталăх пуян, вăй — иксĕлми, – терĕ районти культурăпа кану çурчĕн директорĕ Мария Илларионова, сывпуллашнă май.
А.ИСАЕВА.