Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче йышăннă 426 №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн пирĕн республика территорийĕнче пĕрлехи пулăшăвăн 112-тытăмне туса хурас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.
Ку тытăм пĕлтĕрхи июнĕн 20-мĕшĕнче тест йĕркипе ĕçлеме пуçланă. Паянхи куна вара «112» номерпе усă курма Раççей Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви ирĕк панă. Пурĕ çак çĕнĕлĕхе хатĕрлеме тата вăя кĕртме федераци тата республика бюджечĕсенчен 90028,4 пин тенкĕ уйăрнă пулнă.
112-тытăма туса хунин тĕп тĕллевĕ — васкавлă оперативлă службăсене чĕнессине çăмăллатасси. Кун пек майпа асăннă службăсем инкек сиксе тухсан хăвăртрах пулăшу пама пултараççĕ, пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеççĕ.
Асăннă тытăм пулăшнипе «112» номерпе килекен шăнкăравсене йышăнаççĕ, васкавлă оперативлă службăсене пĕлтереççĕ. Дежурнăй диспетчерсем мĕнле инкек пулнине хăвăрт палăртса кирлĕ пулăшу службине çав адреспа яраççĕ.
«112» номерпе шăнкăравлакансен шучĕ йышлансах пырать. Вăтамран кашни оператор талăкра 675 шăнкăрав йышăнать. Асăннă номерпе стационар телефонĕпе те, карас телефонпа та шăнкăравлама пулать. Çавăн пекех сим-картăсăр телефонран та çакна тума май пур.
Аса илтеретпĕр: «112» номерпе мĕн те пулин ыйтса пĕлес тĕллевпе шăнкăравламалла мар. Эсир оператора ыйтусем панă вăхăтра кама та пулин чăн пулăшу кирлĕ пулма пултарнине ан манăр.