Вторник, 16 апреля

Больницăна юсаççĕ

Больницăна юсаççĕ

Районти тĕп больницăра капиталлă юсав пырать. Çавна май хирурги, инфекци тата ача-пăча уйрăмĕсене, кухня çуртне çĕнĕ сăн-сăпат кĕртеççĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов унти ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă.
Хирурги уйрăмне тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен 4323,4 пин тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун тĕлне хутса ăшăтмалли, электричествăпа, шывпа тивĕçтермелли тытăмсене улăштарнă, уйрăмăн коридорĕнчи урая плита сараççĕ. Ĕçсене вăхăтра вĕçлеме подрядчик хушма специалистсене чĕннĕ.
Инфекци корпусне тĕпрен юсама 5918,0 пин тенкĕ уйăрнă. Унта хутса ăшăтмалли, шывпа тивĕçтермелли тытăмсене, канализацие, чÿречесемпе алăксен блокĕсене улăштарнă.
Ача-пăча уйрăмĕнчи юсав ĕçĕсене палăртнинчен маларах та туса пыраççĕ. Унта чÿрече блокĕсене улăштарнă. Ку уйрăм валли 6853,8 пин тенкĕ уйăрнă.
Кухня çуртне 1972 çулта туса хунăранпа пĕрре те юсаман. Паянхи кун тĕлне электропроводкăна çĕнетнĕ, стенасене плитка çыпăçтарса якатнă. Кухньăна юсама республика бюджетĕнчен 1659,1 пин тенкĕ уйăрнă.
Палăртмалла: пациентсене яланхи пекех йышăнаççĕ.

Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *