Четверг, 18 апреля

Ĕçне кура – хисепĕ

Ĕçне кура – хисепĕ

Архив тесенех куç умне сентресем çине вырнаçтарнă хулăм томлă кĕнекесемпе тĕрлĕрен документсен пуххисем тухса тăраççĕ. Малтанах, ăна туса хурсанах, вăл çапла та пулнă-и, тен? Районта çакăн евĕр хутсене пуçтарса вырнаçтарнă ĕçченсенчен пĕри — Галина Кирилловна Орешкина.
— Комсомольски районĕн архивĕ çамрăк-ха. Ăна 1939 çулта çеç туса хунă. Унăн пирвайхи ертÿçи — К.Н.Афанасьев. Апла пулин те район архивĕн ĕç-хĕлĕ çинчен çирĕплетекен отчет 1945 çултан кăна сыхланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче архив çуртĕнче 81 фонд пулни паллă. Вăл путвалра вырнаçнă. Ĕçлеме, чăн та, çăмăлах марччĕ: хĕлле — ăшă сывлăш, çулла вара унта нÿрĕк хуçаланатчĕ, — аса илет Галина Орешкина.
Галина Кирилловнăна район архивне ертсе пыма 1976 çулхи январь уйăхĕнче шаннă. Алла илнĕ профессийĕ ял хуçалăх енĕпе çыхăннă пулнă пулин те тăрăшуллă пикене ку пачах та чăрмантарман. Хисеплĕ канăва кайичченех патшалăх структуринче вăй хунăскер, унта тĕрлĕрен ĕç туса ирттернĕ: архив фончĕпе вĕсен çумĕнчи описьсене йĕркене кĕртнĕ. Унсăр пуçне вăл халăха тĕрлĕрен, тематика тата социаллă-правăлла характерлă, справкăсемпе тивĕçтернĕ. Çав вăхăтрах район пурнăçĕ çинчен çирĕплетекен документсене те пухса хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ вăл.
— Район архивĕ яланах вырăнти «Октябрь ялавĕ», каярах «Каçал ен» хаçатпа туслă пулнă. Пирĕн статьясем унта час-часах пичетленеççĕ. Çынсен хамăрăн историе пĕлмеллех, — тет опытлă та тăрăшуллă ĕçчен.
«Ĕçне кура — хисепĕ», — тенĕ ваттисем. Галина Орешкинан килти архивĕнче те халăх депутачĕсен райĕçтăвкомĕн Канашĕн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем упранаççĕ. Вĕсемпе хĕрарăма ĕçри хастарлăхпа пултарулăхшăн пĕрре мар чысланă. Галина Кирилловна — «Ĕçри паттăрлăхшăн». Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕн хуçи те.
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *