Июлĕн 8-мĕшĕ — Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Çемье тесен куç умне пĕрне-пĕри чунтан юратса, хисеплесе пурăнакан мăшăрсем тухса тăраççĕ. Вĕсем хурлăхпа савăнăçне çурмаранах пайлаççĕ, йывăрлăхсенче пĕр-пĕрне алă парса пулăшаççĕ. Шанчăкпа, юратупа пурăнакан çемьесем пирĕн хушăра сахал мар. Вĕсем чăннипех те хисепе тивĕç. Ахальтен мар алла-аллăн чылай çул пĕрле утакан, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ çемьесене «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса саламласси йăлана кĕнĕ.
Кăçал уяв умĕн, июлĕн 6-мĕшĕнче, çур ĕмĕр пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл пурăнакан мăшăрсене — Зоя Моисеевнăпа Василий Васильевич Гавриловсене, Зоя Захаровнăпа Геннадий Евгеньевич Васильевсене, Валентина Владимировнăпа Александр Тимофеевич Микенинсене — медальсемпе чысларĕç. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă уяв мероприятине пухăннисене чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламларĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова, Канаш епархийĕн 3-мĕш округăн благочиннăйĕ Александр Спиридонов иерей те сăмах илчĕç. Вĕсем аллă çул алла-аллăн тытăнса пĕр сукмака такăрлатакан мăшăрсене ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулма пултарнишĕн ăшшăн саламларĕç. Пилĕк теçетке çул ытла пĕрле пурăнакансене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăларĕç. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн юрă саламĕ кăмăлсене уçрĕ пулсан, Александр Спиридонов иерей хатĕрленĕ Петрпа Феврони çинчен калакан мультфильм вара кăтартуллă пулчĕ. Ун урлă пухăннисем нумай çĕннине пĕлчĕç, çав вăхăтрах историпе те паллашрĕç.
Хăнана чĕннĕ мăшăрсем пирки калас пулсан, вĕсем — чăннипех медале тивĕçлĕскерсем. Çемьесем маттур ывăл-хĕр пăхса çитĕнтернĕ тата ырми-канми ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ, тĕпренчĕкĕсене те ĕçе хисеплеме, юратма хăнăхтарса çитĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, Гавриловсенех илер. Мăшăр çулсем иртнине пăхса кулянмасть, ĕмĕрĕпе ĕçлеме хăнăхнăскерсем, паянхи кун та ĕçпе йăпанаççĕ. Комсомольскинче пурăнакан Зоя Моисеевнăпа Василий Васильевич пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Пушă вăхăтра хаçат-журнал вулаççĕ.
Васильевсен çемье пуçĕ те, Геннадий Евгеньевич, пулас мăшăрне пĕрре курсах килĕштернине пытармасть. Зоя аппапа вĕсем пĕрле ĕçленĕ чухне паллашнă та текех уйрăлман. Вĕсен çемье стажĕ — 50 çул, апла пулин те куçри хĕлхем халĕ те сÿнмен.
Васильевсен виçĕ хĕрĕ те аслă пĕлÿллĕ, çемьеллĕ. Мăшăр тĕпренчĕкĕсемпе, мăнукĕсемпе мухтанать, вĕсем пуррипе чунтан савăнать.
— Куçран пăхсах мĕн калассине ăнланатпăр, — теççĕ Микенинсем.
Валентинăпа Александр Микенинсем Луцки салинче тĕпленнĕ. Çак тăрăхрах çуралса ÿснĕскерсем, кунтах пĕр-пĕрне тĕл пулнă, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă, юратнă ĕçре тăрăшнă. Александр Тимофеевич ĕмĕрĕпех «Слава» /«Россия»/ колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ. Валентина Владимировна 40 çул ытла Александровка ял Советĕнче специалистра тимленĕ. Вĕсем икĕ хĕре тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
— Туйăмсем вĕсем, çулран-çул, хĕрÿллĕрех те сăваплăрах. Поэтсем пĕрремĕш юратăва халалласа сăвăсем шăрçалаççĕ, артистсем юрăсем шăрантараççĕ. Эпир мăшăрпа пĕр-пĕрне сивĕ сăмах калама мар, усал куçпа та пăхса курман. Ăна чунтан юратса мăшăр тунă, паянхи кун тата хытăрах саватăп. Çулсем иртнĕçем юрату сÿнет текенсене вара пачах та ăнланмастăп, чĕрере пур туйăм çулран-çул çирĕпленсе пырать, — терĕ Александр Тимофеевич.
Микенинсем çемье çавăрнăранпа декабрь уйăхĕнче 50 çул çитет.
— Çемьере кашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть. Кашни вак-тĕвекшĕн мĕншĕн кăмăла хуçмалла? Пĕрне-пĕри хисепленĕрен çеç килте тăнăçлăх хуçаланать, — паллаштарчĕ çемье вăрттăнлăхĕпе хĕрарăм.
Гавриловсем, Микенинсем, Васильевсем — ачисемшĕн çеç мар, районта пурăнакансемшĕн те тĕслĕх пулса тăракан çемьесем. Çакна вĕсем пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илсе ун тăрăх сумлă утма, юратупа шанчăклăха упраса хăварма пултарнипе, ĕçчен-лĕхпе тивĕçнĕ.
— Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уяв, çемьесене медаль парса чыслани чăннипех ĕмĕрлĕх асра юлмалли пулăм. Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Валентина Курицына, Валентина Боровкова библиотекарь уява кăмăла каймалла ертсе пычĕç. Мероприятие районти ЗАГС уйрăмĕнче йĕркелени те уйрăмах савăнтарчĕ. Çемьесене чыслама вăхăт тупнăшăн пурне те чĕререн тав тăватпăр, — терĕ Василий Гаврилов кăмăллăн.
А.ЕФРЕМОВА.